Чăваш сăри
Чăваш сăри — Чăваш Ен хăмла туса илекен пысăк пĕлтерĕшлĕ регион пулнине кура тата ытти căлтавсене те пула çуралнă ăнлав.
Çак статьяна е уйрăма çĕнĕрен çырмалла, чăваш чĕлхин йĕркисене пăхăнмалла, ытти кăлтăксенчен те хăтăлмалла. Статьяна тата унăн уйрăмне статьясене çырмалли йĕркепе хатĕрлемелле, ăнланманлăха пĕтермелле.
|
Чăва́ш плато́ — Атăлçум çӳллĕшĕн çурçĕр пайĕ, Сăр шывĕнчен тухăç еннелле, Чăваш Енĕнче вырнаçнă. Çӳллĕшĕ 227 м таран. Çырмасемпе ишĕлсе пĕтнĕ. Плато тăрăхĕпе Çавал шывĕ юхать. Улăхсемпе çырмасен айкисенче сарлака çулçăллă вăрмансем ешереççĕ.
Çĕр-пичĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш плато Кĕçĕнпе Вăтам Аниш, Аря, Сăкăт вĕсен юпписем, çавăн пекех чылайçырмасемпе касăлса сĕвек сăртлăхсемпе пайланать. Çырмасен тăсăлăвĕ ткмиçе çĕр метртан пуçласа 3,5 – 5,0 çм çитет. Çырма тарăннăшĕ — 3,0 – 6,0 м. Хăшпĕр уйрăм çырмисен юхса кĕнĕ çĕртри тарăннăшĕ 20 – 22 м, сайра тата тарăнрах, пулать. Юханшывсен айламĕсем хĕсĕк тӳрем улăхĕсемпе палăраççĕ.Чи анли – 1,5 çм çитиех Кубня çумĕнчи. Юханшывĕ çумĕнчи çĕрсем лаптак, вырăнĕпе шурлăхлă çĕр пичĕллĕ. Айламсен айккисем сакăлта, шыв кайнă чух арканса кайма пултараççĕ, вырăнĕсемпе анса тата шуçса кайнисем курăнаççĕ.
Геологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш плато территорийĕ Вырăс платформин тухăç енче вырнаçнă, çӳлти перьмĕн тата тăваттăмĕш çул-ӳсĕмĕнчи аяла ӳкнĕ сăрт-ту чул-тăприпе купаланнă . Пермь системин минералĕсем тутар сийĕн аялтипе çӳлти пайĕсенче тупăнаççĕ. Пĕрремĕшĕ карбонатлă-терригенлă пулса тухнисемпе – акшарсемпе, доломитсемпе палăрса тăрать. Çӳлти тутар сийĕнче ытларах хăйăрлăхсем; хăйăрсем, алевролитсем, мергельсем акшарсем тухаççĕ.
Техноген ĕç пулăмĕсем пусăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çутçанталăк пулăмĕсемсĕр пуçне, эрози ĕçĕсене аталанса пыма техноген витĕмĕсем – тăпра çĕрĕсене агротехникăна кирлĕ тивĕçӳсене тытса пыманни, ӳсен-тăран пĕркевне тĕп туни, йĕркелемесĕр выльăха улăхсене çитерсе çӳрени. Çавăнпа юхан шывсен çыранĕсенче те, çаплах шыв уйăракан çĕртре те çырмасем касса пĕтернĕ.
Çĕр-тăпра эрозийĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Эрози ĕç пулăмĕсем кунта чылай сарăлнă – 50 – 60 % майлă территорийĕ малашне эрози ĕçĕсем аталанма пултараççĕ, вĕсенчен ытлах эрозиллĕсем – 15 – 20% тарин. Çырма эрозийĕ экономикăна нумай сиен кӳрет: чылай ялхуçалăх çĕрĕсене ĕç çаврăнăшĕнчен тухса ӳкеççĕ, çырмасемпе çатракаланнă уйрăм çĕр лаптăкĕсенче механизациллĕ ялхуçалăх ĕçĕсене туса ирттерме май çук. Эрозиллĕ ĕç пулăмĕсем аталанса кайнă çĕрсенче транспорт тата инженер коммуникацийĕсене – газопроводсене, ЛЭП — туса хума, усă курма питĕ тертлĕ ĕç. Çутçанталăкăн меллĕ мар ĕç пулăмĕсен шутне çурхи ейӳ юханшывсен лапам улăхĕсем шыв айне пулни те кĕрет.