Контент патне куҫ

Чăваш сăри

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Чăваш сăри — Чăваш Ен хăмла туса илекен пысăк пĕлтерĕшлĕ регион пулнине кура тата ытти căлтавсене те пула çуралнă ăнлав.

Чăва́ш плато́Атăлçум çӳллĕшĕн çурçĕр пайĕ, Сăр шывĕнчен тухăç еннелле, Чăваш Енĕнче вырнаçнă. Çӳллĕшĕ 227 м таран. Çырмасемпе ишĕлсе пĕтнĕ. Плато тăрăхĕпе Çавал шывĕ юхать. Улăхсемпе çырмасен айкисенче сарлака çулçăллă вăрмансем ешереççĕ.

Чăваш плато Кĕçĕнпе Вăтам Аниш, Аря, Сăкăт вĕсен юпписем, çавăн пекех чылайçырмасемпе касăлса сĕвек сăртлăхсемпе пайланать. Çырмасен тăсăлăвĕ ткмиçе çĕр метртан пуçласа 3,5 – 5,0 çм çитет. Çырма тарăннăшĕ — 3,0 – 6,0 м. Хăшпĕр уйрăм çырмисен юхса кĕнĕ çĕртри тарăннăшĕ 20 – 22 м, сайра тата тарăнрах, пулать. Юханшывсен айламĕсем хĕсĕк тӳрем улăхĕсемпе палăраççĕ.Чи анли – 1,5 çм çитиех Кубня çумĕнчи. Юханшывĕ çумĕнчи çĕрсем лаптак, вырăнĕпе шурлăхлă çĕр пичĕллĕ. Айламсен айккисем сакăлта, шыв кайнă чух арканса кайма пултараççĕ, вырăнĕсемпе анса тата шуçса кайнисем курăнаççĕ.

Чăваш плато территорийĕ Вырăс платформин тухăç енче вырнаçнă, çӳлти перьмĕн тата тăваттăмĕш çул-ӳсĕмĕнчи аяла ӳкнĕ сăрт-ту чул-тăприпе купаланнă . Пермь системин минералĕсем тутар сийĕн аялтипе çӳлти пайĕсенче тупăнаççĕ. Пĕрремĕшĕ карбонатлă-терригенлă пулса тухнисемпе – акшарсемпе, доломитсемпе палăрса тăрать. Çӳлти тутар сийĕнче ытларах хăйăрлăхсем; хăйăрсем, алевролитсем, мергельсем акшарсем тухаççĕ.

Техноген ĕç пулăмĕсем пусăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çутçанталăк пулăмĕсемсĕр пуçне, эрози ĕçĕсене аталанса пыма техноген витĕмĕсем – тăпра çĕрĕсене агротехникăна кирлĕ тивĕçӳсене тытса пыманни, ӳсен-тăран пĕркевне тĕп туни, йĕркелемесĕр выльăха улăхсене çитерсе çӳрени. Çавăнпа юхан шывсен çыранĕсенче те, çаплах шыв уйăракан çĕртре те çырмасем касса пĕтернĕ.

Çĕр-тăпра эрозийĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Эрози ĕç пулăмĕсем кунта чылай сарăлнă – 50 – 60 % майлă территорийĕ малашне эрози ĕçĕсем аталанма пултараççĕ, вĕсенчен ытлах эрозиллĕсем – 15 – 20% тарин. Çырма эрозийĕ экономикăна нумай сиен кӳрет: чылай ялхуçалăх çĕрĕсене ĕç çаврăнăшĕнчен тухса ӳкеççĕ, çырмасемпе çатракаланнă уйрăм çĕр лаптăкĕсенче механизациллĕ ялхуçалăх ĕçĕсене туса ирттерме май çук. Эрозиллĕ ĕç пулăмĕсем аталанса кайнă çĕрсенче транспорт тата инженер коммуникацийĕсенегазопроводсене, ЛЭП — туса хума, усă курма питĕ тертлĕ ĕç. Çутçанталăкăн меллĕ мар ĕç пулăмĕсен шутне çурхи ейӳ юханшывсен лапам улăхĕсем шыв айне пулни те кĕрет.