Чан-патша

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Чан-патша. XIX ĕмĕр. Шерер фотоӳкерчĕкĕ, Набгольц & Ко.

Чан-патша — пысăк чан (çӳллĕшĕ хăлхисемпе 6,24 м, диаметр 6,6 м, йывăрăшĕ 10 000 пăта яхăн е 201 т), вырăç ăстисем И. Ф. Маторин тата М. И. Маторин 1733-35 çулсенче Тупă кил картинче Анна Ивановна арăм патша хушнипе шăратса тунă.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чан-патша — Раççейĕн чи пысăк янравсăр чан, Кремль, 2004

Чана чӳк, 25 1735 çулта шăратнă, пĕр çул çурă умĕнхи ĕçĕсене хатĕрленĕ. Металсене 36 сехет хушши шăратнă, юхтарăвĕ 1 сехет те 12 минут çеç тăсăлнă.

Чан сивĕнсен туптав ĕçĕсене тунă, анчах 1737 çулхи çу уйăхĕнче Троицă пушарĕ тухса йĕри-таврари йывăç конструкцисем çунса кайнă. Хĕрсе кайнă чан çине шыв лекет те унран 700 яхăн пăт (11,5 тоннă) йывăрăшлĕ пайĕ катăлса ӳкет. Çавăнпа ĕнтĕ чана шăрату шăтăкĕнчех хăварнă, вăл çакăнта вăл 100 çула яхăн упранать.

1836 çулта Чан-патшана шăрату шăтăкĕнчен кăларса Мускав Кремлĕнче Огюст Монферан проекчĕпе постамент çине лартаççĕ.

Бронзăран шăратса хатĕрленĕ. В. Кобелев, П. Галкин, П. Кохтев, П. Серебряков тата П. Луковников ăна портретсемпе капăрлатнă.

Руçре «Чан-патша» пек тепĕр икĕ чан — XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче тата 1654 çулта (130 яхăн т.) — шăратнă. Иккĕмĕшĕ 1701 çулхи вут кăвайтĕнче арканнă, унăн ишĕлчĕкĕсене Чан-патшана шăрăвĕнче усă курнă.

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чи пысăк, 90 т йывăрăшлĕ янрав чан Бирмăри Мингун хулинче.