Контент патне куҫ

Чемурша ялĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Тавралăхĕ

Чемурша ял тăрăхĕ хĕвел анăç енче вырнаçнă. Яла район центрĕпе асфальтлă çул çыхăнтарать. Тăршшĕ – 10 çухрăм. Чемурша Кăкшăм юханшыв çыранĕ хĕрринче вырнаçнă.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

2006 çул тĕлне ялта 408 çын пурăннă.

МУ СХП "Чемуршинское", Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул, ача-пăча сачĕ "Пилеш", медицина пункчĕ, çыхăну уйрăмĕ, культура керменĕ, ял вулавăшĕ, лавкка.

Урамсем

Магазин, Комсомол, Ленин, Тăнăç, Çамрăксен, Пĕрьен, Асамат, Шкул урамĕсем.

Кун-çулĕ

Чемурша ялĕ 150 яхăн çул каялла никĕсленнĕ. Тĕрлĕ музейри архив хыпарĕсепме çăлкуçĕсем тăрăх, ватă çынсем каласа хăварнипе ял пуçланса кайнине тĕрлĕрен ăнлантарма пулать. Анчах та чи тĕрĕсси вĕсенчен ял 1875 çулта никĕсленни çинчен палăртать.

Этимологи

Чемурша ялĕ ячĕ акă çапла пулса кайнă: малтанах ял тăрăхĕнче вăрман кăна пулнă. Çак вăрмансенче çĕр ĕçтешĕсем патша çыннисенчен налук тӳлеме май çуккипе тарса çӳренĕ. Пĕр çĕр ĕçтĕш çăл патĕнче чарăнса тăнă та çак вырăнтах пурăнма юлнă. Çак çын Чемурша ялне никĕсленĕ теççĕ.