Контент патне куҫ

Шăхачри йывăç майлаштаракан комбинат

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Шăхачри йывăç майлаштаракан комбинаттăвăмлăх йĕркелĕмĕ. Хăçан никĕсленни, хăш çулсенче ĕçлени паллă мар. Анчах та вăл 1990-мĕш çулсенче те сÿнсе ларманни паллă. Пĕрремĕш цитата[1]:

Çур ĕмĕр пĕр сукмакпа утакан Галина Григорьевнăпа Николай Порфирьевич Тагановсем иккĕшĕ те Шăхачранах. Сăпайлă та ĕçчен кил хуçи хĕрарăмĕ шкултан вĕренсе тухсанах Чулхулари автозаводра хăйĕн ĕç стажне пуçланă. Унта нумаях тытăнса тăман, тăван яла таврăннă хыççăнах Шăхачри йывăç япаласем туса кăларакан комбината вырнаçнă та унта 35 çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.

Иккĕмĕш цитата[2]:

Иван Николаевич <Попов> хăйĕн пурнăçне вăрман хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Малтанах Улатăрти Первомайки лесничествинче тăрăшнă. Пур ĕçе те тирпейлĕ, çынна юрăхлă тунă. 1990 -мĕш çулсенче пултарулăхне кура ăна Шăхачри йывăç япаласем туса кăларакан комбината директор тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă. «Çав таран йывăр вăхăтчĕ. Èç укçи тулеме те, туса илнĕ продукцие вырнаçтарма та, рабочисене чĕрĕ укçапа тивĕçтерме те йывăрччĕ. Çапах та коллектив пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленĕ».

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Егорова А. Кăтартуллă çемьесене чысларĕç — Авангард хаçатран, ку хыпар вара район сайтĕнчен
  2. ^ Тури Чакăра пурăнакан Иван Николаевич Попов 80 çул тултарчĕ — Аслă Чемен ял тăрахĕн сайчĕ

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Патăрьелĕнчи апат-çимĕç комбиначĕн историйĕ // Авангард, 2022, çурла, 26
  • О. Павлова. Эпĕ Юхмапа Пăла тăрăхне çав тери юрататăп... // Авангард, 2022, çурла, 26