Контент патне куҫ

Шаблона сӳтсе явмалли:Çĕнĕ Зеланди генерал-кĕпĕрнаттăрӗсем

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кунашкал кĕрслеттерсе тухма çук ăна. Çĕнĕ Зеландие Нью-Зеланд теейместĕн. Чăваш яланах кĕпĔрне тенĕ, кĕпЕрне мар (халь пĕрре кайнă та, ирĕксĕрех хам та çапла çырап). А кĕпернетĕр тени вапше треш. Вăт, шутлăр, мĕнле меслетпе «чăвашлатнă»-ха кунта? (е — чăвашлатмалла). Калька меслечĕпе мар, фонетика меслечĕпе. Анчах та чăвашла çеç пĕлекен çын вырăс чĕлхинче <<губернатор>> сăмаха илтсен нихçан та хăйĕн çăварĕпе кĕпЕрнетĕр ([кĕбернедĕр] пек илтĕнет) теес çук. Кĕпĕрнаттăр — ак çапла çеç калама пултарать унашкал пĕр чĕлхеллĕ чăваш. Эп хам ĕмĕрте пилĕк пинрен кая мар чăвашла кĕнеке вулласа тухнă пуль. хаçат-журнал яланах вуласа тăнă. Анчах та «губбернатор» тенине «кĕпернетĕр» пек майлаштарнине нихçан та курман та, илтмен те. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 23:24, 28 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)

Гугл мĕн калать?

[кодне тӳрлет]

КĕпЕрне сăмаха шырасан, Гуглта ун патне пĕрре те тухаймастăн (чăваш Википедийĕсĕр пуçне). Тĕрĕсрех, тухан ĕнтĕ, анчах та «губерния» пĕлтерĕшли патне мар. Кĕпер — мост, КĕперНЕ — çав сăмахăн пару падежĕнчи форми (мосту — кĕперне, починили тот мост — кĕперне юсанă). Ак аçта кăларать Гугл! Çав вăхăтрах «Хыпар» яланах кĕпĔрне çырать. Çав вăхăтрах кĕпернаттăр тени те пур. Чăн та, хăш чухне пĕр т çеç çыраççĕ. Анчах та ку тĕрĕс мар. Йăнăш. Кĕпĕрнаттăр пулмалла. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 23:39, 28 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)

Чӑваш викинче хатӗр статьясем пур

[кодне тӳрлет]

Кӗпӗрне пуҫлӑхӗ тенӗ пулсан лайӑхраччӗ. --Andreevart (сӳтсе явни) 11:24, 1 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)

Кĕпĕрне пуçлăхĕ тени — чăн-чăн вырăсла. Анчах вырăссем хăйсем темшĕн тахçан апла калас темен. )) --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:41, 1 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)