Шаблона сӳтсе явмалли:Европăри сăртсемпе тусем

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

«Европăн ту йĕркисем» — чăваш кун пек сăмахпĕрлешĕвне ăнланмасть. Пĕринчен ыйтрăм, «Гряда тесе каласшăн пулнă курăнать» тесе каларĕ. Чăваш чăваша ăнланмасть пулса тухать. Сăмахĕсем чăвашла пулин те. Чăвашлах çырас тесен, ăна çапла куçарма пулать: «Европăри сăртсемпе-тусем». Ку сăмахпĕрлешĕвне «список» те кĕрсе каять, апла çырса мĕн пирки сăмах пынине чăваш та ăнланать. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 22:20, 15 раштав 2008 (UTC)

Çапла ĕнтĕ, ăнланмасть пуль чăваш. Сахал çыраççĕ те чăвашла ăсчах ĕçĕсене (чăвашла сăмах çитмест, вулакан ăс-тăнлă çын çук тесе хăйсене тӳрре кăларса), çавăнпа çĕнĕ пĕлтерĕшлĕ сăмаха яланлăх кивçене урăх чĕлхере шыраççĕ. Улăштарах апла пулсан.
Эп ахаль çынран ыйтман çав. Чăвашла чухлакан, пĕлекен çынран ыйтса. «ăсчах ĕçĕ» — кунта каллех çĕнĕ сăмахçаврăнăшĕ. Чăваш чĕлхинче «ăслăлăх ĕçĕ» анлăрах усă курăнать. «чăвашла ăсчах ĕçĕсене» кăна чăвашла çырас пулсан «ăсчах ĕçĕсене (кăна ăнланмалал пултăр тесе сирĕн майлă çыртăм) чăвашла» тесе çырмалла. «яланлăх» — кунта «ялан»-па та тивĕçме пулать, е «яланах». «çавăнпа çĕнĕ пĕлтерĕшлĕ сăмаха яланлăх кивçене урăх чĕлхере шыраççĕ» — «çаванпа та çĕнĕ пĕлтерĕшлĕ сăмахсемшĕн урăх чĕлхене кивçене кĕреççĕ». Эсир маттур! Анчах та тем тесен те хăвăрăн чĕлхене сирĕн якатмаллах. Палла юрăра юрланă пек пулмалла — «илемлĕ, илемлĕ чăваш чĕлхи те, илемлĕ чăваш челхите унпа çырса-калаçма пĕлсен кăна. Эп хам та питĕ илемлĕн калаçма-çырма пĕлместĕп — анчах вĕренетĕп. Чăваш челхи вăл чăваш саспалолийĕсемпе сăмаххинчен кăна мар, шухашлавĕнчен те тăрать. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 22:56, 15 раштав 2008 (UTC)
Европăри сăртсем-тусем. Эп чĕлхеçĕ мар. Вĕсем хăйсем пăтранаççĕ. Тинкерӳ!: 1.Ялан кивçене кĕреççĕ=Всегда влезают в долг. 2.Яланлăх кивçен шыраççĕ=Ищут где бы бы взять в долг (и оставить насовсем!) Уйрăм шухăшсем (пĕлтерӳсем)! Пĕрремĕшĕнче вăхăта илеççĕ, иккĕмĕшĕнче илеççĕ пулин те тавăрасшăн мар... Пурнăç философийĕ... Хальхи самантпа тан. Çак меслетпе пур сăмаха касса хураççĕ те шурлăха пăрахаççĕ. Кашни çыннăн хăйĕн тĕрлĕ шухăш. Салтаксен те, устав йĕркипе пурăнаççĕ пулин те, кашнин хăйĕн чĕри тапать. Пĕр районти (пĕр ялти) çын пĕр пек калаçать, урăххисемпе калаçнă чух хăлха тăратса итлет, мĕншĕн тесен уйрăмлăхсем пур пуплевре. Пĕр пек калаçсан, вăл бӳрократи (канцеляри е шутлав) чĕлхине куçать. Çавă чĕлхене хĕстерсе пăчлантарать. Банк клеркне 2000 акăлчан сăмахĕ çеç кирлĕ ĕçĕнче. Сăмахпа анлă ус курмалла, синонимсене ĕçе кĕртмелле. Çак тата ăс-тăна аталантарать.

Тепĕр енчен, ту йĕрки пĕлтерĕше статьяра уçса панă пулсан, вăраххăн кĕрсе кайăччĕ. Ватă чăваш ăнланмасть, çĕнни, ыранхи чăваш, тен, чухлайĕ малашне. Viktor 22:34, 15 раштав 2008 (UTC)

Çак ыйту пиркиех ыйтса пĕлмелле белоруссенчен, вĕсем ик чĕлхепе хăтланаççĕ. Мĕн унта пулса пырать? Viktor 22:34, 15 раштав 2008 (UTC)
Пĕр уйрăма туса пĕтереймесĕр теприне пуçлар мар пулĕ! Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 22:56, 15 раштав 2008 (UTC)
Белоруссем пирки анчах пĕлесшĕн кăна ыйтрăм, чăваш уйрăмне çĕннине уçассишĕн мар. Белоруссем тĕрлĕ терминсене икĕ чĕлхинче мĕнле усă кураççĕ? Хăйсене хăшĕ килĕшет? "Китай опытне" пĕлесшĕн. Viktor 23:35, 15 раштав 2008 (UTC)

Ту-сăрт ячĕ[кодне тӳрлет]

Ячĕсене пăхса тухмалла, малтанах йышăнса хумалла, кайран улăштарса вăхăт яриччен. Viktor 12:53, 16 раштав 2008 (UTC)

Альп, Апенин, Арден, Балкан, Мăн Кавказ, Велебит, Вогез, Гарц, Туçи Котар, Динар сăртлăхĕ, Кавказ, Кантабри, Карпат, Кордильер-Бетика, Крым, Матра, Парнон, Пинд, Пиреней, Пирин, Рила, Родоп, Скандинави, Судет, Сьерра-Морена, Тайгет, Татр, Урал, Хибин, Тĕп Кордильер (çапалрах пулĕ, -а вĕçлесен янрамасть), Тĕп массив, Шварцвальд, Юра. Çапларах пулмалла. Эсир усă курнисенче нумайлă хисеп тĕл пулать — чăваш нумайлă хисепе питĕ юратмасть. Тем более кунта пĕр ту пирки сăмах пымасть, тусем пирки. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 13:41, 16 раштав 2008 (UTC)
Юрать, тав сире куншăн. Viktor 20:16, 16 раштав 2008 (UTC)