Шай (юмăç хатĕрĕ)
Курӑнакан калӑплав
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Шай (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Шай — юмăç, шай яраканĕсен тухату тумалли, тупсăм тупмалли ĕç хатĕрĕ. Вĕсем хăйсен шайне тĕрлĕ япаларан асамласа хатĕрлеççĕ.
- Çирĕп çип çине, хĕлĕх çине хĕреслесе çăкăр сăмси çыхса çакаççĕ.
- Çип тăхăнтартнă йĕп çине çăкăр хыттине чиксе лартаççĕ.
- Çип çине пысăк тӳме йăлаççĕ.
- Йĕс кайăкне çакаççĕ /Авал шай яркăчне йĕсрен тунă/.
Икĕ кайăк пуçлă яркăча çип çине çыхса çакнă. Пĕр кайăкĕ ыррине, тепри усал пулăмне сăмсипе тĕртсе кăтартать тенĕ.