Контент патне куҫ

Шамалов Николай Терентьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Шамалов Николай Терентьевич
Çуралнă вăхăт 1950, кăрлач, 24
Çуралнă вырăн
Гражданлăх
Пăхăнулăх
Ачисем Юрий Шамалов
Кирилл Шамалов
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Шамалов Николай Терентьевич (1950 çулхи кăрлачăн 24-мĕшĕнче çур.) — «Россия» банкĕн пĕрлĕхарпăрçи, унчен Siemens Medical Solutions компанин Санкт-Петербургри элчи.

1886 çулхи чӳкĕн 11-мĕшĕнче Владимир Путин тата ытти çиччĕ юлташĕ йĕркеленĕ «Озеро» кооперативăн пайташĕ.

«РБК» кăларăм хыпарланипе, 1990-мĕш çулсемчен Шамалов Ленинградра хăйĕн вĕреннĕ ĕçĕпе —-стоматолог хăтланнă. Çакăнтах вăл хăйĕн бизнесне пуçланă: 1994 çулта «Мастердентсервис» компание йĕркеленĕ.

1992 çулта Siemens концернĕн Петербургри медицина уйрăмĕн ĕçтешĕ пулса тăнă, унта вара 15 çул ытла медицина техникине сутса пурăннă[1].

2011 çулта «Forbes» журналăн раççей версипе Шамаловăн капиталĕ $500 млн (ун чухне вăл 198-мĕш вырăнта тăнă) çитнĕ[1].

Украина влаçĕсем бизнесмена Путинăн çывăх юлташĕ пулнăран 2014 çулта Европĕрлешĕвĕн Украинăри вăрçă пирки санкцисен айне тунă[1].

  • 2003 çултанпа аслă ывăлĕ Юрий Раççейри чи пысăк патшалахăн мар «Газфонд» пенси фондне (унăн йышне «Газпромбанк» кĕрет) ертсе пырать. Газфонда пыриччен Юрий Siemens компанин Мускаври элчи пулса тăрăшнă.[1]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]