Шамсутдинов Хамит Мухамадеевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Шамсутдинов Хамит Мухамадеевич
Çуралнă вăхăт: 1949, çĕртме, 5
Çуралнă вырăн: Риштан, Фергана облаçĕ
Вилнĕ вăхăт: 2009, кăрлач, 20
Вилнĕ вырăн: Ĕпхӳ, Пушкăртстан Республики
Гражданлăх: Flag of the Soviet Union.svg СССР Flag of Russia.svg РФ
Професси: Актёр
Чыславсемпе парнесем:
Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ
Шаблон:Пушкăртстан Республикин халăх артисчĕ
IMDb: ID 0586418
Disambig gray.svg Шамсутдинов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Хамит Мухамадеевич Шамсутдинов (5.6.1949, Риштан, Фергана облаçĕ — 20.1.2009, Ĕпхӳ, Пушкăртстан Республики) — пушкăрт раççей театрпа кино актёрĕ, режиссёр, педагог, Раççей Федерацин тава тивĕслĕ артисчĕ, Пушкăртстан Республикин халăх артисчĕ.[1]

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1949 çулта çĕртмен 5-мĕшĕнче Риштанра Фергана облаçĕн (Узбек ССР) Куйбышев районĕнче çуралнă. 1964 çултанпа Альшей районĕнчи «Победа» колхозра ĕçленĕ. Çав çулах Салаватри индустри техникумне пĕлӳ илме кĕнĕ. Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă хыççăн «Победа» колхозра механик вырăнĕнче тăрăшнă.

1972 çулта Ĕпхӳри патшалăх ӳнер институтне вĕренме кĕнĕ. 1976 çултанпа, Пушкăрт академи драма театрĕнче пултарулăх пурнăçĕ пуçланнă.

Хамит Мухамадеевич анлă пултаруллă артист пулнипе классика тата хальхи спектаклĕсенче харатерлĕ те паттăрлă рольсене сăнарланă.

Режиссёр пулса чылай хушă театр репертуарне хăйĕн ĕçĕсемпе пуянлатнă.

Ĕпхӳри патшалăх ӳнер академинче студентсене вĕрентнĕ.

Кинематографри ролĕсем («Всадник на золотом коне», «Емельян Пугачев», «Возвращение чувств» тата «Муса Муртазин») Пушкăртстан тата Раççей киноӳнерĕн ылтăн фондне кĕнĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Пушкăрт ССР халăх артисчĕ (1991)
  • РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ (2007)

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]