Шанхай

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Шанхай
хула
Skyline of Шанхай

Шанхай (кит. 上海, пиньинь Shànghǎi) — Китайăн тата тĕнчери пысăк хули, Янцзы юханшыв вĕçĕнче вырнаçнă.

Географи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шанхай тухăç енче Тухăç-Китай тинĕсĕн хумĕсемпе çăвăнать. Хуанпу шывпа Шанхай иккĕне пайланать. Пысăкраххи — анăç енĕ (Пусси), тухăç енĕ — Пудун — çĕнĕ ĕçлĕ район. Шанхай Чжэцзян тата Цзянсу провинцисемпе чикĕленет.

Климат[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çанталăк Шанхайра тăватă сезонтан пулса тăрать. Хĕлле температура 0 °C аяла анать, вăтам температура утăра-çурлара 32 °C. Историре температура минимумĕ −10 °C, максимумĕ +41 °C. Çу пуçламăшĕнче юхтарса çумăрсем çăваççĕ. Çуркунне Шанхайра питĕ хӳхĕм. Çулла кунта, шăрăх та пăчă пулсан та, туристсен шучĕ чылайланать. Урама тухсассăн, çумри тумтира тӳрех тар çапать. Кĕркунне Шанхайра хĕвеллĕ типĕ, çулçăсем юпа уйăхĕнче çĕре ӳкеççĕ. Хĕлле вара кунта тĕксĕм те салхуллă, юр ик-виç хутчен çеç çăвать. Çулĕпе хула çине темиçе тайфун килсе çĕмĕрет. Вĕсем хытă аркатман пулин те, аэропортсене вăхăтлăха хупма тивет.

Экономика[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Финанс ĕçĕсем енĕпе Лондонпа Нью-Йорк хыççăн тĕнчере виççĕмĕш вырăнта.

Транспорт[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хулара паянкунхи çĕнĕ транспорт системи ĕçлет. Шанхай Китайăн ытти пысăк хулисенчен тирпейлĕ урамĕсемпе, таса сывлăшĕпе уйрăлса тăрать. Анчах та тĕнчери ытти мегаполиссемпе танлаштарсан Шанхайра сывлăш тасах мар.

Хулара 1000 ытлашшипех автобус маршручĕсем, 5 метро çулĕсем, 2010 çулчен тата 8 çулсем уса кĕртесшĕн.

Шанхайăн тахçанхи Китайри ватă троллейбус системи: пĕрремĕш троллейбусĕ 1914 çулхи юпа, 15 чупма пуçланă. Ытти китай хулисенче троллейбуссемпе утмăлмĕш-сакăрвуннăмĕш çулсенче çеç усă курма тытăннă. Шанхай хулинче икĕ аэропорт: Хунцяо аэропорт тата Тĕнчери аэропорт Пудун. Китайра Шанхайăн икĕ аэропорчĕсен пĕтĕм хăватĕнчен ытларах Гонконга аэропорчĕ çеç. 2002 çултанпа Шанхайра коммерциллĕ тĕнчери пĕрремĕш магнит вăйĕпе чупакан чукун çул пур. Ку çула тата пуйăсне Transrapid (Германи) компанин инженерĕсем шутласа туса лартса панă. Кунта хăвăртлăх рекордне палăртнă — 430 çм/сех. Вăл хуларан Пудун аэропортне (30 çм) 7 мин. 21 сек. пассажирсене леçет. 2010 çулчен çак чукун çула Хунцяо аэропорта çитерме шутлаççĕ, ун хыççăне кăнтăр-анăçаалла — Ханчжоу, Чжэцзян провинцин тĕп хули патне тăсмалла, вара пĕтĕм вăрăммăшĕ 175 çухрăма тăсăлать.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шанхай малтан пулăçсен пĕчĕк хули пулнă. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче хула Китайăн чаплă сумлă хули пулса каять.


Китай Халăх Республикин малти хула центрĕсем

Шанхай
Шанхай
Гуанчжоу
Гуанчжоу

Шэньчжэнь
Шэньчжэнь

Хула Администрациллĕ пайланăвĕ Хулара пурăнан халăх Хула хутлăхĕнче пурăнан халăх Регион

Пекин
Пекин
Тяньцзинь
Тяньцзинь
Чунцин
Чунцин
Нанкин
Нанкин

1 Шанхай Шанхай 9 495 701 24 150 000 Тухăç
2 Пекин Пекин 7 296 962 21 516 000 Çурçĕр
3 Чэнду Сычуань 7 123 000 14 000 000 Кăнтăр-анăç
4 Ухань Хубэй 6 660 000 10 220 000 Кăнтăр
5 Тяньцзинь Тяньцзинь 5 066 129 14 425 000 Çурçĕр
6 Шэньян Ляонин 4 605 000 7 760 000 Çурçĕр-тухăç
7 Гуанчжоу Гуандун 4 154 808 14 438 972 Кăнтăр
8 Чунцин Чунцин 3 934 239 28 846 170 Кăнтăр-анăç
9 Ханчжоу Чжэцзян 3 900 000 8 700 000 Тухăç
10 Наньчан Цзянси 3 790 000 5 042 565 Тухăç
11 Шэньчжэнь Гуандун 3 538 000 10 357 938 Кăнтăр
12 Цзинань Шаньдун 3 250 000 6 810 000 Тухăç
13 Нанкин Цзянсу 2 822 117 8 118 000 Тухăç
14 Циндао Шаньдун 2 755 500 7 579 900 Тухăç
15 Харбин Хэйлунцзян 2 672 069 10 635 971 Çурçĕр-тухăç
16 Шицзячжуан Хэбэй 2 604 930 10 002 104 Çурçĕр
17 Сиань Шэньси 2 588 987 7 270 000 Çурçĕр-анăç
18 Тайюань Шаньси 2 500 000 3 398 000 Çурçĕр
19 Далянь Ляонин 2 118 087 6 690 432 Çурçĕр-тухăç
20 Чанчунь Цзилинь 2 078 000 6 830 000 Çурçĕр-тухăç
2008 çулта хакланипе — хулаçумĕнче тата ялсенче пурăнан халăха хулари йышран кăларнă.