Шивелуч

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Шивелуч

ШивелучКамчатка çурутравĕн Тухăç хырçинчи чĕрĕ вулкан. камчаткăн чĕрĕ вулканĕсенчен чи çурçĕрри. Координачĕсем: 56°38′ с. ш. 161°19′ в. д. / 56.633333° с. ш. 161.316667° в. д. (G)

Вулкан çӳллĕшĕ: 3283 м. Çул ӳсĕмĕ: 60—70 пин çул.

Геологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Унăн йышне Ватă Шивелуч стратовулкан (ăшĕнче — андезит тата базальт), ватă впадина – 9 çм диаметр пысăкăш кальдера тата хĕрӳ лавăпа хăрăмлă газ кăларакан чĕрĕ Çамрăк Шивелуч кратер кĕрет.

1790, 1854, 1879—1883, 1896—1898, 1905, 1927—1929, 1944—1950, 1964, 1980—1981, 1993—1995, 2001—2003 çç. пĕрхĕнӳсем тухни паллă. Юлашкинчен вăл 2004—2005 çç. ĕçленĕ, вулканăн çӳллĕшĕ 115 м чухлĕ лутраланнă. Чи хăватлă пĕрхĕнӳ 1964 çулхи чӳкĕн 12-мĕшĕнче пулса иртнĕ, ун чухне вулкан 15 çү çӳллĕше çити хăрăм юпине хăпартнă, лапрапа вулкан тăприн ванчăкĕсем 20 çм таран шуçнă.

Вулкан хăйĕн хăватне 2008 çулхи авăнăн 14-мĕшĕнче, тăррин пайне аркатса кăтартнă. Тĕплĕнрех Викихыпарта вулăр.

Шивелуч вулканăн анат тайлăкне (750 м çити чул хурăнĕпе кедр стланикĕн тĕмĕ ) вăрманĕ хупланă, тăварах улăх, тăррине патнелле — ӳсен-тăрансăр хăрăмлă лава çийĕ курăнать.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]