Штрассер, Грегор

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Штрассер Грегор çинчен куçарнă)

Шаблон:ПĔ Ĕç вырăнĕОшибка скрипта: Модуля «Transclude» не существует.Шаблон:Патшалăх ĕçченĕ/Пайăр хыпарсем

Шаблон:Малтан ят
ним. Gregor Strasser
 
Парти: НСДАП

Ошибка скрипта: Модуля «CategoryForProfession» не существует.

Википедире Штрассер хушаматлă урăх çын пирки статья пур.

Грегор Штрассер (ним. Gregor Strasser; çу, 31 1892(18920531)çĕртме, 30 1934) — НСДАП никĕçлевçисемпе ертӳçисенчен пĕри, вăрăм çĕçĕсен каçĕнче вĕлернĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Грегор Штрассер бавар Гайзенфельд хулинче çуралнă. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăннă — капитан, 1-мĕш тата 2-мĕш класлă Тимĕр Хĕреспе чысланă. Вăрçă хыççăн аптекарь пулса ĕçленĕ. 1923 çулта Китлĕра «сăра пăтăрмахĕнче» пулăшасшăн пулнă, хăй майлисене пуçтарнă, анчах çитме ĕлкĕреймен. Китлĕра тĕрмене хупсан НСДАП ертсе пынă, ăна партии пуçлăхĕнчен тĕксе кăларма тăрăшнă. 1924 çулта Штрассер аптекăна сутать те «Berliner Arbeiterzeitung» («Берлинер арбайтерцайтунг», «Берлин ĕçтешĕсен хаçачĕ») йĕркелет, редакторĕ пулма шăллĕне Отто Штрассера хушать. Йозеф Геббельса Генрих Гиммлера çак ĕç вырăнĕнчен хăтарса хăйĕн пайăр секретарĕ тăвать. Геббельс çаплах унăн «Кампфферлаг» фирминче тĕп редакторăн çумĕ пулса тăрать.

Штрассер НСДАП социаллă шухăшĕсене тытса пынă. Çавăнпа вăл Китлĕр шухăшĕсемпе килĕшмен. Партин пĕр конференцинче Штрассер Китлĕра хирĕç юхăмри социализм шайĕ пирки питĕ вичкĕн тавлашма тытăнать. Унăн майлă Геббельс пулать, вăл «вĕт-вак буржуа Адольф Китлĕра партирен кăлармалла» тет. Анчах та Геббельс, Китлĕр енче вăй чылайрах тесе унăн майлă пулать, çакăншăн вара Штрассер ăна нихăçан та каçарма пултараймасть.

1926 çулта Штрассер партире пропаганда ĕçне ертсе пырать. 1932 çулта вăл партире йĕркелӳ ĕçне те алла ярса илет, пĕрмаях Китлĕрпа ятлаçать. 1932 çулхи утă уйăхĕнче нацистсем райхстаг суйлавĕнче çĕнтерсен, Китлĕр малтан калаçса татăлнă пек фракци пуçлăхĕ пулма ăна мар, Герман Геринга сĕнет. Штрассера çак вара кӳрентерет. Райхстаг пуçлăхĕ Курт фон Шлейхер ăна çак ĕçе сĕнет — Штрассер килĕшет. Çакăншăн ăна Китлĕр партие аркатасшăн тесе айăплать. Партири çакнашкал харкашусем хыççăн вăл Италие тухса каять те партири пĕтĕм ĕç-пуçне, сĕмне çухатать, Китлĕр çумĕн ĕç вырăнне Рудольф Гесс йышăнать. Хăйĕн вилĕмĕччен Штрассер хăйĕн Китлĕрпа хирĕçĕвне хуплать: вăл Штрассера НСДАП партин ылтăн паллине тата 9-мĕш партбилетне парать, ăна шалти ĕçсен министрĕн постне сĕнет. Çакăн хыççăн Штрассерпа тăшманлă Гиммлерпа Геринг ăна вĕлерме шутлаççĕ. «Вăрăм çĕçĕсен каçĕнче» ăна аресленĕ те тĕрме камеринче 1934 çулхи çĕртмен 30-мĕшĕнче персе вĕлернĕ. Официаллă вăл хăй çине хăех ал хунă тесе пĕлтернĕ.[1]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ [http://militera.lib.ru/research/hohne_h01/05.html ВОЕННАЯ ЛИТЕРАТУРА -[ Исследования ]- Хёне Х. Черный орден СС

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]