Юрилле чĕлхе

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Шутласа кăларнă чĕлхе ҫинчен куҫарнӑ)

Шутласа кăларнă (ӳнерленĕ) чĕлхе — ятарлă чĕлхе, ăна уйрăмлă тĕллевпе конструкциленĕ. Çакăн пек чĕлхесен шучĕ пинтен ытла, татах ӳссе пырать .

Çавăн пекех конланг теесси те сарăлнă (акăлчанла conlang, ăна constructed language тенине кĕскетсе тунă).

Классификацисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Шутласа кăларнă чĕлхесем:
    • Программăламалли чĕлхе тата компьютер чĕлхисем — информацие ЭШМ-а автоматикăлла шутласа ĕçлеттерекенсем.
    • Информациллĕ чĕлхесем.
    • Çĕр çинчи пурăнман халăхсен чĕлхисем: вĕсене илемлĕ литература валли е выляса канмалли тĕллевпе шутласа кăларнă. Чи паллисем: Дж. Толкин шутласа тунă эльф чĕлхи; «Star Trek» фантастикăллă сериалри клингон чĕлхи

Тĕнчери халăхсен пĕрлĕх чĕлхине шутласа кăларас ĕмĕт XVII—XVIII ĕмĕрсенче латынь чĕлхин сĕмĕ сӳнсе пынă çемĕн çуралнă.

Çавăн пекех Çĕр чăмăрĕн тулашĕнчи цивилизаципе çыхăнмалли чĕлхесем те пур. Тĕслĕхрен, линкос чĕлхи.

Чĕлхесен тĕллевĕпе вĕсене çапла уйрăлаççĕ:

  • Философи тата логика чĕлхисем — тĕплĕ-танлă сăмах тăвакан логика структуриллĕ, синтаксислă чĕлхесем: ложбан, токипона.
  • Пулăшăвлă чĕлхесем — пурнăçри калаçу-çырусенче усă курмашкăн: эсперанто, интерлингва, словио.
  • Артистика е эстетика чĕлхисем — пултарулăхпа эстетика енлĕ канма: квенья.
  • Пропаганда чĕлхисем — пропаганда тата пиар валли юри пĕр уйрăм ушкăн çын хăйсен е такамăн тĕнче куравлăхне кăтартма шутласа кăларнă (е палăртнă) чĕлхе. Çывăх тĕслĕх — Çĕпĕр чĕлхи (Вики уйрăмĕ).
  • Çаплах чĕлхене эксперимент лартма та йĕркелеççĕ, тĕслĕхрен, Сепир-Уорф гипотезине тĕрĕслеме.

Хăйсен структурипе шутласа кăларнă чĕлхесем пайланаççĕ:

  • Априори чĕлхисем — логика е эмпири классификацийĕ понятий: ифкуиль, логлан, ложбан, ро, сольресоль.
  • Апосториори чĕлхисем — тĕнчери халăхсен хутшăнăвĕнчи лексика никĕсĕпе: интерлингва, окциденталь