Контент патне куҫ

Ыйтуллă пуплерĕш

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Ыйтуллă предложени ҫинчен куҫарнӑ)

Ыйтуллă предложени, — калаканни мĕн çинчен те пулин хурав илес тĕллевпе усă куракан предложени. Ыйтуллă предложенипе ыйтусăр предложени тĕллев енчен пĕр-пĕрне хирĕçле икĕ пысăк ушкăн тăваççĕ. Ыйтуллă предложенисем ыйтусăррисенчен ыйтăва палăртмалли мелсем пуррипе уйрăлса тăраççĕ.

Чăваш чĕлхи ыйтăва ятарлă ыйту сăмахĕсемпе, татăксемпе тата хăйне майлă интонаципе палăртать. Ыйту сăмахĕсем шутне кам, мĕн, ăçта, мĕнле, епле, хăçан, мĕншĕн, миçе, мĕн-ма, ма йышши сăмахсем кĕреççĕ. Вĕсем ытларах чухне сказуемăй умĕн унпа юнашар тăраççĕ. Ыйту сăмахĕ сказуемăйран инçетре тăнине те курма пулать. Ыйту сăмахĕ час-часах сказуемăй пулать.

Ыйту татăкĕсем шутне -ши, -и, -им, -шим, -а(-э), нивушлĕ сăмахсем кĕреççĕ. Вĕсенчен татăк кăна тап-таса ыйтăва пĕлтерет. Ыттисем ыйтупа пĕрле тĕрлĕ модальлĕхе кăтартаççĕ. Ку татăксенчен -ши татăкпа предложенире ыйту сăмахĕ пулсан та, пулмасан та усă кураççĕ. -А(-э) татăк ыйту сăмахĕ пур чухне кăна тĕл пулать. Ытти татăксем ыйту сăмахĕ çук чухне кăна пулаççĕ. Татăк ыйтăвне вăйлатма, хăш чухне лексика пĕлтерĕшне çухатма пуçланă мĕн, мĕнле йышши сăмахсем хушса калаççĕ. Нивушлĕ татăк усă курас енчен вырăс чĕлхинчи майлă. Çак татăксăр пуçне ыттисем пурте сказуемăй çумĕнче тăраççĕ. Ыйту татăкĕ сказуемăй пур çинчех унран уйрăлса каять пулсан — тăван чĕлхе норми вырăс чĕлхи витĕмĕпе пăсăлни çинчен калаçмалла.

Ыйтуллă предложенисем, ыйтусăррисем пекех, тĕрлĕ модальлĕхе кăтартма пултараççĕ. Сказуемăй çуклă формăра чухне ĕç тума сунни сăпайлăн курăнать. Хушу наклоненийĕнчи глаголăн ыйту татăкне пула ĕç тума сăпайлăн хистенине пĕлтерет. Мар татăклă ыйтуллă предложени çирĕплетсе калама май парать. Ыйтăва интонаципе сайра хутра кăна палăртаççĕ. Кун пек предложенисем пулма пултаракан темиçе хуравран пĕрне çирĕплетессине пĕлтереççĕ е малтанхи ыйтăва конкретлăрах хуравлама е унăн мĕнле те пулин аспектне уçăмлатма хистеççĕ.

Ятарлă мелсемпе усă курмасăрах çырура ыйту палли лартнипе предложени ыйтуллă пулаймасть.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Андреев И.А. О типах предложений по цели высказывания // Вопросы русской филологии. Вып. 2. Ч., 1973;
  • Андреев И.А. Чăваш синтаксисĕн ыйтăвĕсем. 2 пайлă. I пайĕ. Ш., 1973.