Глагол
Ĕçхĕл, — япала ĕçне-хĕлне пĕлтерекен пуплев пайĕ. 1920-1930 çулсенче шкулти вĕренӳ кĕнекисенче ĕçхĕл терминпа усă курнă, кайран вара вырăс чĕлхинче усă куракан термина илнĕ. Ĕçхĕл тенипе хальхи вăхăтра та анлăн усă курма май пур. Глагол кăтартакан ĕç енпе калани, вăхăт, сăпат тата хисеп категорийĕсен формисенче палăрать.
Тайăм категорийĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тайăм форми кăтартакан ĕç чăн пулнипе пулманнине, калаканĕ ĕç çине мĕнле пăхнине (сăмахран, ĕçе тума хушнине е ĕмĕтленнине, ĕçе пĕтĕмлетсе интересленни-интересленменнине) пĕлтерет. Ӗҫхӗлӗн 4 калани пулать:
- кăтарту тайăмĕ (вулатăп, вуларăм, вулаттйм, вуласаттăм, вулăп)
- хушу тайăмĕ (вулам, вула, вулатăр)
- ĕмĕт тайăмĕ (вулăттăм, вулăттăн, вулĕччĕ)
- килĕшӳ тайăмĕ (вулăпин, вулăсăн, вулин).
Ĕҫхĕлĕн вăхăт категорийĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вăхăт категорийĕн формисем ĕç каличчен малтан пулса иртнине (вуларăм, вуларăн, вуларĕ), халĕ пулса пынине (вулатăп, вулатăн, вулать) тата каланă хыççăн пулмаллине (вулăп, вулăн, вулĕ) пĕлтереççĕ. Кашни вăхăт формин ятарлă аффикссем пур.
Сăпат категорийĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сăпат категорийĕ ĕçе кам тунине (калаканни, каланине итлекенни е пачах урăххи) пĕлтерет, çавăнпа виçĕ сăпат форми пулать: 1-мĕш сăпат — эпĕ вулатăп, 2-мĕш сăпат — эсĕ вулатăн, 3-мĕш сăпат — вăл вулать.
Хисеп
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хисеп категорийĕн формисем ĕçе пĕччен е темиçен тунине пĕлтереççĕ: эпĕ вулатăп — эпир вулатпăр, эсĕ вĕрентĕн — эсир вĕрентĕр, вăл ĕçлĕ— вĕсем ĕçлĕç.
Сăпатлă тата сăпатсăр формăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ӗҫхӗл системинче сăпатлă тата сăпатсăр формăсем пур. Сăпатлă формăсем шутне наклонени, вăхăт, сăпат тата хисеп формисем кĕреççĕ, вĕсем пуплерӗшре каланӑлӑх пулаççĕ.
Сăпатсăр формăсем виççĕ: инфинитив (вулама, вуламашкăн), паллăлăх ĕçхĕл (вуланă, вулас, вулакан, вуламалла, вулан, вуланçи, вулин, вули-вулами) тата хушма ӗҫхӗл (вуласа, вуласассăн, вуласан, вула, вуличчен, вуламассерен, вуланăçем, вулуçăн).
Сăпатсăр формăсем пуплӗреше тĕрлĕ член пулма пултараççĕ.
Аспектсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ӗҫхӗл ĕç пулнипе пулманнине, ĕçе тума пултарнипе пултарайманнине кăтартма пултарать, вĕсене ятарлă формăсем пĕлтереççĕ. Ун пек формăсене ӗҫхӗлӗн аспекчĕсем теççĕ. Пурĕ тăватă аспект:
- çирĕплетӳ (вулатăп, вуларăм),
- хирĕçлев (вуламастăп, вуламарăм),
- пултараслăх (вулаятăп, вулайрăм),
- пултарайманлăх (вулаймастйп, вулаймарăм).
Аффикссем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Салук категорийĕ чăваш чĕлхинче аталанайман. Мĕнпур ӗҫхӗлӗн тĕпĕ çумне -т (-ар, -ер), -тар (-тер) аффикс çеç хушăнма пултарать. Ун пек, аффикслă формăсем ĕçе тума хистернине пĕлтереççĕ, çавăнпа вĕсене хистев залогĕ шутне кĕртме пулать.
Ӗҫхӗл тĕпĕ çумне -кала (-келе) аффикс хушăнма пултарать (вулакала, ĕçлекеле, вылякапа, чупкала), унашкал форма ĕçе темиçе хут тунине пĕлтерет. Çавăнпа та ку аффикслă формăна темиçе хут форми теççĕ.
Иккĕмĕшле ӗҫхӗлсем морфологи мелĕпе пулаççĕ. Ӗҫхӗл тăвакан тухăçлă аффикссем: -ла (-ле), -лан (-лен), -лаш (-леш), -лат (-лет), -тат (-тет). Вĕсем япала ячĕ, паллă ячĕ, евĕрлев сăмахĕ çумне хушăнса тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ глагол тăваççĕ: ташла, кĕрле, çиллен, апатлан, туслаш, майлаш, тĕреклет, нăйлат, йăлтăртат, чĕвĕлтет.
Чăваш чĕлхинче -ăн (-ĕн), -ăл (-ĕл) аффикссем иккĕмĕшле ӗҫхӗлсем тăваççĕ, вĕсем ытларах ӗҫхӗл тĕпĕ кăтартакан ĕç субъект çине куçнине пĕлтереççĕ: çап — çапăн, тап — тапăн, сут — сутăн, çĕт — çĕтĕл, тăс— тăсăл.
Чĕлхери -ăç (-ĕç), -ăш (-ĕш) аффикслă ӗҫхӗлсем те — иккĕмĕшле ӗҫхӗлсем, вĕсем хире-хирĕç тунă ĕçе палăртаççĕ (пуплеш, виртлеш, калаç, ятлаç, çапăç, тытăç). Асăннă аффикссемлĕ ӗҫхӗлсем чăваш чĕлхинче нумаях мар.
Салуксем
1 | - (çыр, ĕçле, юрла) |
---|---|
2 | -ăн/-ĕн, -н (пăрăн, савăн, вăтан, вăран, пысăклан), -ăл/-ĕл, -ал/-ел, -л (ватăл, çухал, çӳхел, хĕрел), -ăх/-ĕх, -х (хăнăх, выçăх, йӳçĕх) |
3 | -ăç/-ĕç, -ç (çапăç, хирĕç, калаç), -ăш/-ĕш, -ш (пулăш), -ăр/-ĕр, -р (çывăр, хайăр, хăпар, пĕçер) |
4 | -тар/-тер, -ар/-ер, -ат/-ет, -т (хутăштар, ӳстер, вăрат, йӳçĕт, пысăклат) |
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Егоров В.Г. Глагол // Материалы по грамматике современного чувашского языка. Ч., 1957;
- Андреев И.А. Причастие в чувашском языке. Ч., 1961;
- Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи. Ш., 1965;
- Сергеев Л.П., Котлеев В.И. Чăваш чĕлхи. Ш., 1988.
Пуплев пайĕсем |
|
---|---|
Япала ячĕ • Паллă ячĕ • Хисеп ячĕ • Ылмаш • Глагол (хушма ĕçхĕл • паллăлăх ĕçхĕл • конверб) • Ĕçхĕлтеш • Предикатив (тăрăм категорийĕ) • Пулăшав глаголĕ (çыхав) • Детерминатор (артикль • кăтарту паллă ячĕ • туртăм паллă ячĕ) • Çумсăмах (умсăмах • хыçсăмах • circumposition) • Союз • Татăк • Чĕвĕ |
Ку лингвистика пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |