Ылтăн пăлан

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ылтăн пăлан хальхи вăхăтри чăн копи

«Ылтăн пăлан» — (акăл. Golden Hind) — 1577 - 1580 çç. хушшинче Çĕр чăмăрĕ тавра çаврăннă пысăках мар акăлчан галеонĕ. Ку этем кун-çулĕнчи Магеллан каракки «Виктория» таврăннă хыççăн, каялла таврăнма пултарайнă иккĕмĕш карап пулнă. Карап капитанĕ сэр Фрэнсис Дрейк пулнă.

«Ылтăн пăлан» Çĕр тавра çÿрени 2 çул, 10 уйăх та 11 кун пынă. Чи малтан ку виçĕ мачталлă флагман карапĕ «Пеликан» ятлă пулнă. Унăн тăршшĕ 36,5 метр çех пулнă, анлăшĕ — 6,7 метр, чи нумаййи 150 тонна чывăрăш илме пултарнă. Карап çинче 22 тупă пулнă.

Дрейкăн ултă карапĕнчен пĕр «Пеликан» çех Магеллан проливĕнчен иртсе кайма пултарайнă. Лăпкă океана тухас умĕн Дрейк карап ятне — лорд-канцлер Кристофер Хаттона чысласа ятне улăштарнă, Хаттон гербне ылтăн пăлан ÿкерчĕкĕпе капăрлатнă пулнă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Малаховский К. В. Кругосветный бег «Золотой лани» / Отв. ред. А. М. Хазанов; Академия наук СССР. — М.: Наука, 1980. — 168 с. — (Страны и народы). — 100 000 экз. (обл.)

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]