Ылтăн тĕпек йышшисем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ылтăн тĕпек йышшисемчие кайăкĕсемпе кăсăясене аса илтереççĕ, вĕсем пекех питĕ вăр-вар, вăрăмăшĕ вĕсен – 8-12 сантиметр, йывăрăшĕ – 5-8 грамм. Лăсăллă вăрмансене кăмăллаççĕ, вăрттăн пурăнма юратаççĕ. Ку йышра пĕтĕмпе те 6 тĕсе яхăн çеç, вĕсенчен пĕри пирĕн патăрта тĕл пулать.