Эйнштейн нотацийĕ
Эйнштейн нотацийĕ, е Эйнштейн йĕркевĕ, е Эйнштейн килĕшĕвĕ — мономри аялти тата çÿлти индекссем тĕлĕшпе ятарласа килĕшсе татăлнă йĕркевсем.
Тĕп йĕркев çавăн пек. Енчен те пĕр-пĕр индекс аялта та, çÿлте те пур пулсан (унашкаллине чĕлхесĕр теççĕ, апла марри ирĕклĕ индекс), çакă хайхи индекс тĕлĕшпе суммăламаллине пĕлтерет.
Тĕслĕхрен, ак çакнашкал
каланăлăхра индекс аялта та, çÿлте те пур, çавăнпа асăннă танлăх малалла кăтартакан суммăна эквивалентлă
кунти вăл — тата капсене палăртнă уçлăхăн хапи (координатсен нумерацийĕ пĕрререн пуçланать).
Тата тепĕр йĕркев ваксемлĕ каланăлăхсемпе çыхăннă.
Кун пек чухне вакăн çийĕнчи тата айĕнчи индекссем хире-хирĕçле «ĕçлеççĕ». Ку та, леш те аялтисем е çÿлтисем пулсан, пĕр пек саспаллипе палăртнине чĕлхесĕр индекс пек курмалла, апла мар-тăк — ирĕклĕ индекс. Сăмахран, ак çак каланăлăха
малалла çапла çырмалла
е татах та ансатрах:
Индекс умĕнчи хÿреллĕ пăнчă кунта дифференцилессине пĕлтерет.
Çăлкуçсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Einstein, Albert (1916). "The Foundation of the General Theory of Relativity". Annalen der Physik. 354 (7): 769. Bibcode:1916AnP...354..769E. doi:10.1002/andp.19163540702. Archived from the original (PDF) on 2006-08-29. Retrieved 2006-09-03.
- "Einstein Summation". Wolfram Mathworld. Retrieved 13 April 2011.
- Kuptsov, L. P. (2001) [1994], "Einstein rule", Encyclopedia of Mathematics, EMS Press.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Rawlings, Steve. Lecture 10 – Einstein Summation Convention and Vector Identities, Oxford University (2007-02-01).