Экслибрис
Экслибрис (лат. ex libris — «кĕнекесенчен») — хуçи кам пулнине пĕлтерекен кĕнеке палли. Экслибриса кĕнекен сулахай форзацĕ çине çыпăçтараççĕ е çапса пичетлеççĕ. Кĕнекен тулаш енне (хуплашки е айкки) лартнă экслибриса суперэкслибрис теççĕ.
Хăнăхнă май экслибрис кĕнеке хуçин ячĕпе хушаматне тата ÿкерчĕк вырнаçтарать, хуçин кĕскен те ытарлă ĕçĕ-хĕлĕ, мĕнпе кăсăкланни е кĕнеке пуххин ăшлăхĕ çинчен каласа парать. Экслибрис Германирен тухнă тесе шутлаççĕ, унта вăл кĕнеке пичетлеме шутласа кăларсанах тенĕ пек çуралнă.
Ансатран та ансат экслибрис вăл кĕнеке хуçин ятне кĕртнĕ пĕчĕк хут татки (хăш чух девиз е эмблема кĕртет).
Ӳнер экслибрисĕсем пичет графикин чăн пултарулăх ĕçĕсем пулса тăраççĕ. Вĕсене — пăхăр, йывăç е линолеум çинче гравюра меслечĕсемпе касса ăсталаççă, цинкографи е литографи мелĕпе тăваççĕ. Ӳнер экслибрисĕсен авторĕсем хушшинче Альбрехт Дюрер, В. А. Фаворский ÿнерçĕсене тата ыттисене те асăнма юрать. Авалхи вырăс экслибрисĕ ку — алăпа ÿкернĕ игумен Досифейăн кĕнеке палли, ăна Соловец мăнастирĕнче 1493-1494 çулсен кĕнекисен хушшинче тупнă.
Ӳнер экслибрисĕсене:
- герб
- вензель
- сăнар
палăртăвĕсемпе уйăраççĕ.
Тĕслĕхсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]-
Эфраим Моше Лилиен ĕçĕ
-
Генри Стейси Маркс ĕçĕ
-
Франц Хейн ĕçĕ
-
Альфред Роллер ĕçĕ
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Книжный знак // Краткая литературная энциклопедия. Т. 3. — М., 1966.
- Минаев Е. Н. Экслибрис // Книговедение: Энциклопедический словарь / Редкол.: Н. М. Сикорский (гл. ред.), О. Д. Голубева, А. Д. Гончаров, И. М. Дьяконов, А. И. Маркушевич, Е. Л. Немировский, И. М. Терехов (зам. гл. ред.), И. И. Чхиквишвили. — М.: Советская энциклопедия, 1981. — С. 606-607. — 664 с. — 100 000 экз. (в пер.)
- Экслибрис // Книга: Энциклопедия / Редкол.: И. Е. Баренбаум, А. А. Беловицкая, А. А. Говоров и др. — М.: Большая Российская энциклопедия, 1998. — С. 728. — 800 с. — ISBN 5-85270-312-5. (в пер.)
- Гриханов Ю. А. Экслибрис // Библиотечная энциклопедия / Гл. ред. Ю. А. Гриханов; Российская государственная библиотека. — М.: Пашков дом, 2007. — С. 1184. — 1300 с. — 3 000 экз. — ISBN 5-7510-0290-3. (в пер.)
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Экслибрис Викиампарта? |
- Коллекция книжных знаков 2006 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- Экслибрисы из собрания РНБ
- Это знак всех книг моих 2017 ҫулхи Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- Раздел «Экслибрис» на сайте Артемия Лебедева «Коллекционерус»