Контент патне куҫ

Эттингер Роберт

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Эттингер хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Эттингер Роберт
Çуралнă вăхăт 1918 çулхи раштав, 4-мĕшĕ(1918-12-04)[1]
Çуралнă вырăн Атлантик-Сити, Нью-Джерси, АПШ
Вилнĕ вăхăт 2011, утă, 23
Вилнĕ вырăн Детройт, Мичиган, АПШ
Гражданлăх АПШ
Пăхăнулăх
Альма-матер
Ĕçе илекен
Чыславсемпе парнесем
Пурпурное сердце
Сайт cryonics.org

Роберт Честер Вильсон Эттингер (акăл. Robert Chester Wilson Ettinger 4.12.1918, Детройт, Мичиган штачĕ — 23.7.2011, Атлантик-сити, Нью-Джерси штачĕ, АПШ) — американ ăсчахĕ, крионикăна никĕслекенĕ[2]. 1962 çулта «Вилĕмсĕрлĕх перспективисем» кĕнеке çырнипе чапа тухнă. 1976 çулта Крионика институтне йĕркеленĕ[3].

Раççей империнче тухнă еврей иммигранчĕсен çемьинчен. Атлантик-Ситире (Нью-Джерси штачĕ) çуралнă. Американ çарĕнче пехотăра хĕсметре тăнă, Иккĕмĕш Тĕнче вăрçине хутшăннă. Германире çапăçса аманнă. Вăрçă хыççăн Уэйн университетĕнче (Мичиган штачĕ) икĕ магистр степенне — математикăпа тата физикапа — тивĕçнĕ. Хайленд-Парк колледжĕнче тата Уэйн университетĕнче вĕрентме тытăннă.

2021 çулхи утăн 23-мĕшĕнче Детройт хулаçумĕнче (Мичиган штачĕ) вилнĕ. Криоконсервациленĕ[4].

  • Пĕрремĕш арăмĕ — Эйлин
    • Дэвида (1951)
    • Шелли (1954).
  • Иккĕмĕш арăмĕ — Мэй Джунод[5].

1962 çулта Роберт Эттингер «Вилĕмсĕрлĕх перспективисем» (The Prospect Of Immortality) кĕнеке çырса кăларнă. Ăна пĕрлĕхлĕх асăрханă та крионика юхăмĕ йĕркеленме тытăнать. 1968 çулта Мичиганри крионика пĕрлĕхне туса хунă, халĕ ăна Иммортализм пĕрлĕхĕ (Immortals Society) ятпа пĕлеççĕ. 1972 çулта «Man Into Superman» кĕнеке хайланă. 1976 çулта Крионика институтне никĕсленĕ ĕçе-пуçа хутшăннă. Икĕ пĕрлĕхне те 2003 çулчен ертсе пынă[6].

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]