Южное (КБ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Южное пăхăр.
«М. К. Янгель ячĕллĕ „Южное“ конструктор бюровĕ » патшалăх предприятийĕ
тип Патшалăх предприятийĕ
Никĕсленĕ çул 1954
Вырнаçнă Украина Украина: Днепропетровск
Паллă çынсем Александр Дегтярёв (тĕп конструктор тата тĕп директор, 2010-па)
Отраçлĕ космос техникине тăвакан
Веб-сайчĕ yuzhnoye.com

Патшалăх предприятийĕ «М. К. Янгель ячĕллĕ „Южное“ конструктор бюровĕ»Днепропетровск хулинче вырнаçнă ракета-космос техникине тăвакан украин предприятийĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1951 çулта Днепропетровскра тума тытăннă автотрактор савутĕнчен Р-1, Р-2 тата Р-5М баллистика ракетисене серилле кăларас савута тума йышăннă.

«Зенит-2» старт умĕн. «Байконуре»

Савутăн конструктор уйрăмĕн энтузиасчĕсем вăрçă ведомствине хăйсен ракета проектне хатĕрлесе кăтартнă. Проекта тĕрĕс тесе йышăннă та ăна пурнăçа кĕртме савут территориечех 1954 çулта хăй тĕллĕ конструктор бюровне йĕркеленĕ, ăна ертсе пыма Михаил Кузьмич Янгеле хушнă.

КБ, вăл малтан «586 уйрăм конструктор бюровĕ» (ОКБ-586) ятлăскер, континентсем хушшинчи баллистика ракетисене, космоса хăпартакан ракетăсене тата космос аппарачĕсене хатĕрлесе тунă. 1954—1971 çулсенче КБ тĕп конструкторĕ пулса Михаил Кузьмич Янгель ĕçленĕ, 1971 - 1991 çулсенче КБ ертӳçи Владимир Фёдорович Уткин пулнă.

В.Ф.Уткин ертсе пынипе КБ РТ-23 УТТХ «Молодец» (ÇАПУ классификаципе — SS-24 Scalpel) ракетăна проектланă, ăна СССР ХВ тата Раççей СТХÇ хĕсметĕнче тăнă Çапăçакан чукун çул ракета комплексĕ çине лартнă; 1983—1993 çулсенче «Южмаш» ПП кĕнĕ Павлоградри механика савутĕнче тунă[1].

1991 - 2010 çулсенче тĕп конструкторĕ тата (1995 çултанпа) тĕп директорĕ вырăнĕнче Станислав Николаевич Конюхов ĕçленĕ.

Украина наци космос агентстви Тĕп директорĕн 2010 çулхи çурлан 31-мĕшĕнчи тапачĕпе «М. К. Янгель ячĕллĕ „Южное“ конструктор бюровĕ» патшалăх предприятийĕн Тĕп конструкторĕ — Тĕп директорĕ пулма Александр Викторович Дегтярёва çирĕплетнĕ, унчен вăл «Южное» КБ Тĕп конструкторĕн — Тĕп директорĕн çумĕ пулса тăрăшнă[2].

Халĕ «Зенит», «Циклон», «Днепр», «Маяк» ракета-хăпăртавçăсене тăваççĕ те тытса пыраççĕ.

Тунă япаласем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хăпартакан ракетăсем:

Космос аппарачĕсем:

Çав шутра: «Интеркосмос» сериллĕ спутниксен чылайăшĕ

Космос платформисем:

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]