Якăлпа
Курӑнакан калӑплав
Якăлпа — кăйкăрсем (лат. Falco) ăратне кĕрекен вĕçен кайăксен темиçе тĕс ячĕ. Теçеткерен ытла тĕс пур, вĕсенчен иккĕшĕ — ахаль якăлпа тата хир якăлпи — Раççейре тĕл пулаççĕ[1], иккĕмĕшне Раççейри Хĕрлĕ кĕнекене çухалакан тĕс тесе çырнă[2]. Якăлпасем сунарта сĕтпе ӳсекен пĕчĕк чĕрчунсене, калтасене е пысăкрах хурт-кăпшанкăсене 10—20 м çӳллĕшĕнче ярăнса пырса шыраççĕ. Ытти кăйкăрсем ытларах вĕçнĕ чухне тытаççĕ. Унсăр пуçне, якăлпа тĕкĕ хăмăртарах сăрăллă.