Якуртушкăньри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Якуртушкăньри вăтам шкул
Никĕсленĕ 1925
Тĕс Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул
Адрес Якуртушкăнь, Çĕмĕрле районĕ, Чăваш Ен
Сайчĕ 21429s02.edusite.ru

Якуртушкăньри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулЧăваш Республикин Çĕмĕрле районĕнче, Якуртушкăнь ялĕнче вырнаçнă. Унта юнашарти Эскетен, Савадер, Малиновка ялсенчи ачасем пĕлӳ пухма çӳреççĕ. Уçнă çул – 2003 –мĕш.

Вĕренӳ пӳлĕмĕсен шучĕ – 17, лармалли вырăнсем – 240 (180 çĕнĕ пӳлĕмре, 60 вырăн ача садĕнче). Пурĕ пĕрле 183 вĕренекен тата 25 ача садне çӳрекенсем. Шкулта 20 вĕрентекен тата 3 воспитатель. Улма-çырла пахчи пур (пахча-çимĕç акса/лартса çитĕнтермелли 16,3 га). Спорт площадки пур тата 60 вырăнлă столовăй. Шкулта 4 вĕренӳ кружокĕ тата 4 спорт секцийĕ ĕçлет.

Адресĕ: Чăваш Республики, Çĕмĕрле районĕ, Якуртушкăнь ялĕ, Çĕнтерӳ Кунĕ 40 çул урамĕ, 22-мĕш «А» çурт.

Телефон номерĕ: (8236)–42–2-18

Шкулăн кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Якуртушкăнь ялĕнче пĕрремĕш шкул 1925-мĕш çулта уйрăм кил-çуртра уçăлнă. Унта тĕрлĕ çулсенчи ачасем çӳренĕ.

Малтанхи вĕренекенсем Ануфриев И. М, Васильев Я. П, Ануфриев И.П., Петров В.А,. Никитин А.Н., Бурлаков М.В., Васянов Е. пулнă. Пĕрремĕш ăс паракансем çак шкулта Ионов Афанасий и Виноградова Анфиса мăшăрсем тăрăшнă.

1928-мĕш çулта ял варринче Халăх çуртне туса лартнă - йăлт çавăнта тăватă класслă пуçламăш шкул уçнă. Унта Петрова Серафима Ивановна, Арисов Кузьма Николаевич, Улисов Николай Максимович ачасене пĕлӳ панă.

1930-1935-мĕш çулсенче çак шкул çумĕнче тата çамрăксен ликбез шкулĕ ĕçлеме тытăннă - вĕрентекенсем Яндулов Александр Николаевич, Поклаков Николай Николаевич, Арисов Василий Федорович, Ананьев Василий Федорович, Матросов Николай Иванович, Яндулов Александр Николаевич пулнă.

Халăх çурчĕ валли йывăç хатĕрĕсене Улхаш вăрман хуçалăхĕнчен лашасемпе турттарнă, ĕç-пуçăн бригадирĕ Клачков Василий Герасимович пулнă. Кунсăр пуçне çак бригада шкул ачисем валли улттăн лармалли партăсем ăсталанă. Каçсерен Халăх çуртĕнче ял çыннисен пухăвĕсем, тĕрлĕрен спектакльсем иртнĕ, тата кино кăтартнă.

1935-мĕш çулта Якуртушкăнь пуçламăш шкулне ял-хуçалăх çамрăкĕсен шкулĕ тесе ят параççĕ. Унăн пĕрремĕш директорĕ Романов Борис Романович пулнă, чăваш чĕлхипе Владимирова Александра Владимировна, ĕç урокĕпе Давыдов Василий Давыдович, музыка урокĕпе Арисов Кузьма Николаевич, физкультурăпа Петров Николай Сергеевич, математикăпа Ядринкин Порфирий Яковлевич вĕрентнĕ.

Шкул çак кулаксен çурчĕсенче вырнаçнă пулнă: Семкин Федор Герасимович, Семкин Архип Яковлевич, Белов Степан Осипович. Анчах та тепĕр икĕ çултан - 1937-мĕш çулта ку шкула юнашарти Эскетен ялне куçараççĕ. Çапла 1937-1968-мĕш çулсенче ялта пуçламăш шкул ĕçленĕ. Çирĕм çул ытла Якуртушкăнь пуçламăш шкулне Антипов Никифор Арсеньевич ертсе пынă. Ăна пула шкул пĕрмай аталанса пынă.

Шкул пахчинче ӳстерсе илнĕ çимĕçе сутса часах икĕ пӳлĕмлĕ çурт тăваççĕ. Комсомол 30 çул тултарнă ятпа улма-çырла садне хывнă. Шкулта кроликсене ĕрчетес ĕç пуçăннă. Ачасем валли кунсерен вĕри апат пĕçернĕ.

Шкул ĕçĕ-хĕлĕ çинчен «Курман – илтмен кайăксем» ятлă кĕнеке тухнă.

Ачасене пĕлӳ парас ĕçре Александра Владимировна Владимирова питĕ хастар тăрăшнă. Вăл 1930-мĕш çулта Чăваш Республикин Вăрнар районĕнчи Нурăс педучилищине пĕтернĕ. Тăрăшни сая кайман - ăна «Отличник народного образования» тата « Чăваш АССРăн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ" ятне панă.

1968-мĕш çулта Якуртушкăнь пуçламăш шкулне сакăр çул вĕренмелли шкул туса хураççĕ. Директор Михаил Петрович Агатьма (вăл 1921-мĕш çулта Хутар салинче çуралнă), директор çумĕ Бельцов Иван Дмитриевич (малтан вăл Якуртушкăнь ялĕнчи пуçламăш шкулĕнчен, кайран Чăваш патшалăх пединститутĕнчен веренсе тухнă) пулнă.

Çав çулах « Большевик» ялти хуçалăх шкула çĕнĕ вĕренӳ пулĕмне туса панă. Çак ырă ĕçшĕн ял-хуçалăх ертӳçи Петр Иванович Нагаев тата ялканаш ертӳçи София Александровна Спекова Чăваш АССР-н çутĕç министерствин чаплă парнисене - ал сехечĕсене - тивĕçнĕ.

1958 –мĕш çулта Малиновка ялĕнче те шкул - Якуртушкăнь шкулĕн филиалне - уçнă, анчах та 1977-мĕш çулта ăна хупма тивнĕ.

1933-мĕш çулта пуçламăш шкула пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул шая хăпартнă. Çак шкулта нумай вĕрентекенсем çак телейлĕ куна кĕтсе илеймен, çапах вĕсене эпир нихăçан та манас çук.

Вĕсем çаксем: Антипов Никифор Арсентьевич, Владимирова Александра Владимировна, Владимирова Антонина Владимировна, Бельцов Иван Дмитриевич, Яндулов Александр Николаевич, Улисов Николай Максимович, Арланов Николай Михайлович, Николай Семенович, Ефиторов Андрей Федорович, Данилова Варвара Ивановна, Осипов Игнатий Степанович, Григорьева Мария Андреевна, Васильев Валерий Васильевич, Узякова Роза Ивановна.

Шкулта нумай çул хушши тăрăшнă вĕрентекенсем: Малышева Анастасия Михайловна, Зологина Екатерина Андреевна, Агатьма Михаил Петрович, Иванова Евдокия Ивановна, Кузьмина Анна Петровна, Арланова Римма Павловна, Фролова Анна Андреевна, Никитина Мария Трофимовна, Арланов Лев Михайлович, Мария Васильевна, Арланова Зинаида Ивановна, Мелкова Роза Михайлова, Бельцов Владимир Иванович.

Юлашки 18 çул хушши шкул коллективне хастар та пултаруллă Владимир Иванович Бельцов директор ертсе пырать. Вăл пĕтĕм вăйне çĕнĕ шкул тăвасси, ĕç никĕсĕсене лайăхлатасси, ачасене тĕрĕс вĕрентсе çитĕнтересс çине хурать. Тăрăшни сая каймасть — чăн та, 2003-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕнче çĕнĕ пысăк, çутă, икĕ хутлă шкула уçаççĕ.

Халĕ Якуртушкăнь шкулĕнче Пакулаева Елена Владимировна директор пулса ĕçлет.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]