Эскетен
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
55.624003
|
Эскетен (выр. Пояндайкино) — Чăваш Республикинчи Çĕмĕрле районĕнчи Якуртушкăнь ял тăрăхне кĕрекен ял.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Эскетен ачисем Якуртушкăньри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкула вĕренме çӳреççĕ. 2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 322 çын, çав шутра 153 арçын, 169 хĕрарăм пурăннă[2].
Урамсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ялта пурĕ тăватă урам:
- Гагарин (Кайри Ушкăнь);
- Колхоз;
- Мир (Утриван);
- Николаев (Варринчи Ушкăнь)
Йĕркелӳ вырăнĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Çĕнĕ пурнăç» ял-хуçалăх организацийĕ;
- Эскетен ялĕн фельдшер пункчĕ;
- Эскетен ялĕн культура çурчĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Эскетен ялĕ 250 çул каялла пулса кайнă. Архиври тата музейри материалсем тăрăх, ăсчахсем ял пулса кайнине тĕрлĕрен ăнлантараççĕ.Çапах ытларах вĕсем пурте 1744 çул çине кăтартаççĕ. Эскетен тени вара унта тахçан пурăннă Эскетен ятлă таркăн салтакăн ятĕнчен пуçланнă.
Паянхи ял ун чухне виçĕ ялтан тытăнса тăнă:
- Кайри Ушкăнь (выр. Репейкино) — кунта Пакулаевсен йăхĕ пулнă.
- Варринчи Ушкăнь (выр. Пояндайкино) — кунта Пояндаевсем пурăннă. Вĕсем 1914 çулчен трактир тытнă.
- Утриван (выр. Отрыванкино) кунта пурăннă Утриван çын ячĕнчен пулса кайнă.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- В. И. Ильдеменов — экономика ăслăлăх тухтăрĕ;
- В. И. Антонов — техника ăслăлăх кандидачĕ;
- Углёв Иван — Совет Союзĕн спорт ăсти, полиатлонпа Совет Союзĕн чемпионĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- В. К. Магницкий, "Чувашские языческие имена"
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чăваш Республикин Çĕмĕрле районĕнчи Якуртушкăнь ял тăрăх сайчĕ
- Чăваш Ен пурăнан вырăнсем(ĕçлемен каçă)
- Чăваш энциклопедийĕ
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Çĕмĕрле районĕн пурăнакан вырăнĕсем | |
---|---|
Администраци центрĕ: Çĕмĕрле хули Ялсем: Автобус • Анат Кăмаша • Атăл • Ахмасиха • Вăрманкасси • Вырăс Улхаш • Дубовка • Кабаново • Кăмаша разъезчĕ • Кĕçĕн Тăван • Коминтерна • Макарин • Малиновка • Мăн Улхаш • Мисчĕ • Мисчĕ разъезчĕ • Мулкачкасси • Паланнă • Патаккасси • Петропавловск • Пĕнер • Пĕренеш • Пилешкасси • Подборный • Пӳкри • Речной • Саватер • Саланчăк • Çĕмĕрле • Çĕнкас • Тарăн Çырма • Тăванкасси • Триер • Тукас • Тури Кăмаша • Турхан • Ульяновски • Уйкас Ялтра • Хĕрлĕ Атмал • Хĕрлĕ Октябрь • Хĕрлĕ Çăлтăр • Хутар • Чартакан • Чăваш Улхаш • Эскетен • Юманай • Якуртушкăнь • Янташ • Яхайкă |