Ют Николай Яковлевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
(уйрӑмлӑхсем ҫук)

08:18, 22 Пуш уйӑхӗн 2006 вӑхӑтри верси

Ют Николай Яковлевич (чăн хушамачĕ Золотов), — критик, халах пултарулăхне пухакан, публицист. 1898 çулхи утă уйăхĕн 30 халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районне кĕрекен Синер ялĕнче çуралнă. 1967 çулхи пуш уйăхĕн 27 Çĕмĕрле хулинче вилнĕ.

1934 çултанпа СССР ÇП членĕ шутланать.

Пурнăçĕ

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, СССР ăслăлăх академиĕн материаллă культурăн истори институчĕн çумĕнчи Тухăç халăхĕсен коммунистла университечĕн че пĕлӳ илнĕ.

Чĕмпĕрте Совет влаçĕ çирĕпленсен чăваш шкулĕнче чăвашсен «Çĕнĕ пурнăç» хаçат тухма пуçланă. Николай Ют унпа çыхăну тытса тăнă. Хăйĕн ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çара кайнă. Чĕмпĕре таврăнсан — Хĕвел тухăç фрончĕн реввоенсовечĕн политпайĕн Чăваш уйрăмĕн аппаратĕнче, «Чухăнсен сасси» хаçат сотрудникĕ. Кăнтăр фронтĕнче çивĕч лару-тăру сиксе тухсан иккĕмĕш Чĕмпĕр полкĕпе унта тухса кайнă. Аманнă. Сипленнĕ хыççăн Хусана таврăннă. «Канаш» хаçат редакциĕнче секретарь вырăнĕнче ĕçлеме тытăннă. 1923 çултанпа «Канаш» хаçатăн редакторĕ. «Канаш» ятлă çыравçăсемпе журналистсен пĕрлешĕвĕн председателĕ пулнă.

«Сунтал» тата «Капкăн» журналсен пĕрремеш редакторĕ пулнă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

1937 çулта репрессине лекнĕ. Таса ятне тавăрнă хыççăн Çĕмĕрлере пурăннă.

Ĕçĕсем

Критикла статьясем çырнă. Чăваш халăх юррисене тĕпченĕ. 1928 çулта унăн «Краткий очерк народной поэзии чуваш» кĕнеки пичетленсе тухнă.