Контент патне куҫ

Ялав (журнал)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Сунтал (журнал) ҫинчен куҫарнӑ)
Ялав

«Ялав» журнала - 80 çул
Специализаци: илемлĕ литература, публицистика журналĕ
Кăларăм тапхăрлăхĕ: уйăхра икĕ хут
Чĕлхе: чăвашла
Тĕп редакторĕ: Ю. С. Сементер
Кăларакан (патшалăх): журнал редакцийĕ, Чăваш Республикин культура, наци, информатика политикин тата архив ĕçĕн министерстви (Чăваш Республики, РФ)
Каларăм кун-çулĕ: 1924 çултанпа халиччен
Тираж: 3500 яхăн экземпляр

Веб-сайт: [1]

Ялавчăваш çыравçисен журналĕ. 1941 çулччен Сунтал ятлă пулнă.

Адрес: 428019, Шупашкар, И. Яковлев проспекчĕ, 13 ç., 8-мĕш этаж.

Пĕрлехи хыпарсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çак капăрлатнă публицистикăпа литературă журнал страницисенче паянхи чăваш çырăвçисемпе сăвăçисен ĕçĕсем тухаççĕ. Кунта сатирăпа тиркев йывăрлăхĕсем пирки çыракан публицистика, очерк, сăвă-юрă пĕр-пĕринпе килĕштереççĕ [1]. Çавăн пекех журналта вулакансен шухăшĕсем, паллă чăвашсен республикăри çивĕч ыйтусем пирки каланисене çырса кăлараççĕ.

1924 çулхи утăн 25-мĕшĕнче пĕрремĕш номерĕ тухнă. Ун чухне Сунтал ятлă. ТÇАВ тăпхăрĕнче журнала кăларайман. 1946 çулхи кăрлач уйăхĕнче журналăн çĕнĕ пурнăçĕ пуçланнă — Ялав ячĕпе.

1984 çулта журнал "Хисеп палли" ордена тивĕç пулнă.

Ялав журналĕ пур тапхăрта пултаруллă чăваш литераторĕсене пуçтарнă: Петĕр Хусанкай, Яков Ухсай, А. Алка, Илпек Микулай, Хветĕр Уяр, А. Артемьев, К. Турхан, А. Талвир т. ыт. те.

Редакторсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕрремĕш номерĕсен редакторĕ Канаш хаçачĕн тĕп редакторĕ Николай Ют пулнă. Ун хыççăнах Н. Шупуççынни, Çемен Элкер, Уйăп Мишши тата ыттисем те редакторта вăй хурса ĕçленĕ.

30 çул ытла Юрий Сементер редактор пулса ĕçлет.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]