2-мĕш çар (Венгри)
Венгрин 2-мĕш çарĕ (хунк. Második Magyar Hadsereg) — Венгри çарĕн çарти пĕрлешĕнĕвĕ. 1940 çулхи пушăн 1-мĕшĕнче йĕркеленĕ. II тĕнче вăрçине хастар хутшăннă.
Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]
2-мĕш венгр çарне 1940 çулта, пуш уйăхĕнче (тепĕр ике çарпа пĕрле) Венгри патшалăхĕ йĕркеленĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин пуçламăш тапхăрĕнче 2-мĕш çар Совет Союзĕнче çапăçнă çарсенчен чи хатĕрленни тата хĕçпăшалланни шутланнă. Анчах та, питĕ нумай салтакпа офицер пĕтнипе, уйрăмах Сталинград çапăçăвĕ (унта 84 % вăйне çухатнă) хыççăн малашне вăрçăра пулăшу ĕçĕсемпе çеç хăтланнă.
Пĕтĕмпех ăна Будапештшăн çапăçнă чухне аркатнă, юлашки пайĕсене 3-мĕшвенгр çарĕ шутне панă.
Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Mollo, Andrew. The Armed Forces of World War II: Uniforms, Insignia, and Organization. — New York : Crown Publishers. — P. 312. — ISBN 0-517-54478-4.
- Thomas, Dr. Nigel, and, Szabo, Laszlo Pal. The Royal Hungarian Army in World war II. — New York : Osprey Publishing. — P. 48. — ISBN 978-1-84603-324-7.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- 2. Army (Hungary). на axishistory.com. çăлкуçран архивланă 14 Утӑ уйӑхӗн 2013. (акăлч.)
- The Hungarian 2. Army in Russia (Structure and Equipment, Summer 1942) Архивленĕ 7 Чӳк уйӑхӗн 2006 çулта.