Хункăр чĕлхи
| Хункăр чĕлхи | |
|---|---|
| Тăван ячĕ: | Magyar nyelv |
| Патшалăхсем: | Хункăри, Румыни, Словаки, Украина, Серби, Хорвати, Австри, Словени |
| Официаллă статус: | Хункăри, ЕП, Воеводина Сербире, Румынири, Словакири тата Словенири венгрсем пурăнакан вырăнта |
| Йĕркелекен: | Хункăри Ăслăх Академин лингвистика институчĕ |
| Калаçакансен пур йышĕ: | 14 млн |
| Рейтинг: | 52 |
| Классификаци | |
| Категори: | Еврази чĕлхисем |
| Урал чĕлхисем | |
| Çырулăх: | латиница (хункăр алфавичĕ) |
| Чĕлхе кочĕсем | |
| ГОСТ 7.75–97: | вен 133 |
| ISO 639-1: | hu |
| ISO 639-2: | hun |
| ISO 639-3: | hun |
| Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика | |
Хункăр чĕлхи (мадьяр, мачар чĕлхи) — финн-укăр чĕлхисен ушкăнне кĕрекен чĕлхе. ханты тата манси чĕлхипе пĕрле укăр сыпăкне йĕркелет. Хункăрла калаçакан йыш 15 млн çывхарать. Хункăрсем, тĕпрен илсен, Хункăрире, Австрире, Румынире, Украинăра пурăнаççĕ.
Хункăр чĕлхи 8 диалекта пĕрлештерет. Хальхи тăван çĕршыв хутлăхне пуçтарăничченхи тапхăрта (X ĕмĕрчен) пăлхар-чăваш чĕлхипе тачă çыхăнура тăнă. Тĕпчевçĕсем хункăр чĕлхинче 500 яхăн чăваш сăмахне тупса палăртнă.
Çырулăхĕ латиница алфавичĕ çинче никĕсленнĕ. Чĕлхе кочĕ - hu е hun (ISO 639 тăрăх)
Чăваш чĕлхипе çыхăнни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хункăр чĕлхине ĕлĕк-авалах çур пине яхăн чăваш-пăлхар сăмахĕ кĕрсе юлнă (пĕр чĕлхе тупмалăх çителĕклĕ). Хункăрсем вăта Европăна Çĕпĕртен куçса килнĕ, çулĕ вĕсен чăваш урлă выртнă. «Улма» – «Олма», «Пурçăн» – «Баршонь». – «Сысна» – «Дисно». – «Çурла» – «Шарло». – «Кивçен» – «Кёльчён». – «Çурта» – «Дертя».[1]