64 (журнал)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
64
Специализаци: шахмат журналĕ
Кăларăм тапхăрлăхĕ:
Чĕлхе: вырăс
Кăларакан (патшалăх): ()
Каларăм кун-çулĕ: 1924 çултанпа халиччен

«64» — халăх валли шахмат журналĕ; Пĕтĕм Союзри СССР ТИК тата ВЦСПС шахмат бюровĕ çумĕнчи физкультура канашĕн (ПСФК) шахмат секцин органĕ. 1924 çулхи авăн уйăхĕнче Пĕтĕм Союзри 3-мĕш шахмат съезчĕ йышăннипе туса хунă. Редактор — Н. Крыленко (1924—1935).

Пĕрлехи хыпарсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мускавра 1924—1935 çулсенче çак ятсемпе тухнă:

  • «64» (1924);
  • «64. Шахматы и шашки в рабочем клубе» (1925—1930);
  • «64. Шахматы в рабочем клубе» (1931—1932);
  • «64. Шахматы и шашки в массы» (февраль 1932 — июнь 1935).

Периодичность:

  • 1924—1929 — икĕ эрнере пĕрре (1924 — 7 номер; 1925—1929 — 24 номер);
  • 1930 — декадăра пĕрре (кăрлач — чӳк — 30 номер);
  • 1931 — икĕ эрнере пĕрре (24);
  • 1932—1935 — кашни уйăхра (1932—1934 — 12 номер; кăрлач — çĕртме 1935 — 6 номер).

1935 çулхи утă уйăхĕнче журнал вырăнне массăллă шахмат-шашкă хаçатне туса хунă та «64. Шахмат-шашкă хаçачĕ» ят панă.

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]