Aхрат
Курӑнакан калӑплав
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Ахрат (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ахрат варĕ (Ахрат çырми) — çырăнла сăртлă вырăн е таррăн çырма. Чăн чăвашсен аслисен чунĕсем упраннă вырăн. Вăл Чăнави кĕперĕпе чартакра масар çинчи (çăвара) салам юпи пе асăнмалла кăвайтпа сĕтелĕсемпе пĕрлешсе леш тĕнчери пурнăçа ĕненмелле шута кĕрет. Чăвашсем ĕненнĕ тăрăх, Чăнави кĕпер пе Ахрат çырми урлă вилене каçса пынă чух, унăн чунĕн шăпи пӳрелет леш тĕнчере упранма.
Этимологи тăрăх Ахрат сăмах арабсен пек Ахират (леш тĕнче) пĕлтерекен сăмаха ютшăнмасть. Ахрат варĕ ăнлантару тăрăх — авалхи ирансен Ахура (тĕнчери ырăсем) пĕлтерĕше кура унăн шутне кĕрет. Вара (ав. иран. сăм.), Вар (пур перс хушинчи сăм.) — вар, хӳме хывать чăн шурсухал аçасем тăракан вырăна.