Agar.io

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Agar.io — Матеус Валадарес тунă массăллă нумайвăйăçлă экшн вăйă. Agar.io'ра вăйăçă шăшипе клавиатурăпа усă курса çаврăма контроллать.[1] Вăйăн целĕ карта çинче хăй майлăн тухакан гранулăсене тата ытти вăйăçăсен çаврăмĕсене çиса хăвăн çаврăма çитĕнтересси.[2]. Чи малатан браузерлă вăйă пулса, Agar.io Steam Greenlight сервисра тухать, ăçта вылякан социум ăна ырлать; татах Google Play'ра та. Тăваканĕсем веб-версире пулман расналăхсене нумайрах кĕртесси пирки пĕлтернĕ.[3].

Юлашки вăхăтра вăйă пит пысăк популярлăх çĕнсе илчĕ. Вăйăра вăйăçăсене континетсемпе (е пысăк çĕршывсемпе) уйăрни пур: Çурçĕр Америка, Кăнтăр Америка, Европа, Раççей, Турци, Тухăç Ази, Китай тата Океани. Континенчĕ автоматлă палăрăнать, анчах ăна ĕнерлевре улăштарма пулать. Экранăн сылтăм çӳлти кĕтесре лидерсен списокĕ вырнаçнă(Leaderboard) - çак комнатăн 10 чи массивлă вăйăçи.

Вăйă процессĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1) Масса 150'ччен — çак этапра вăйă уйăнче тухакан пĕчĕк тĕслĕ апат çини вырнаçуллă. 36 масса виçи таран çитерсен, нумайрах апат çиес тесе 2 пая пайланма пулать. Пысăк бактерсенчен шăрпăксем хыçне пытанма пулать.

2) Масса 150'па 1000 таран — апата çини эффективлă мар пулса тăрать, соперниксене аттаклама пуçламалла. Конкурента çăтас тесен , унăн масси сирĕнтен 25% сахалрах пулмалла. Жертвăна тупика илсе кĕртмелле е пайланса тапăнмалла. Пайлану пушăм клавишине пуссан пулать.

3) Масса 1000'тен — Вĕт бактерисене çăтни эффект памаç. 40-70% пысăкрах шарсене шăрпăксем панче сыхлав организацилесе аттакламалла. Тăшмана вĕтĕ пайсем çине аркатас тесен, кăпшанкăна пемелле (W клавиша). Кăпшанкă çурăлать те тăшмана вĕтĕ касăксем çине ватать, вара вĕсене çăтма пулать. 2 хут пысăкрах тăшмансене çурни усăллă мар, вĕсен нихăш пайне те çăтма май пулмĕ.[4]2)

Скинсем тата модсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Скин - çаврăм валли тӳлевсĕр е тӳлевлĕ (баллсемшĕн) витĕм (ӳт). Скин ника суйласан автоматлă парăнать. Тĕслĕхрен, Russia ник суйласан сирĕн çаврăм Раççей флагĕ курăмлă пулать. Пĕтĕмпе скинсем 130 ытларах: çĕршыв флагĕсем, паллă политиксем тата ыттисем.

Нумай пулмаç баллшăн (кашни çĕнĕ уровеньшĕн параççĕ) е укçалла туянмалли скинсем тухрĕç. Очкосам пуçтарса çĕнĕ уровĕне куçма регистрациленни кирлĕ. Унтан та ытларах, халĕ кашни пилĕк уровеньшĕн эксклюзивлă скинсемпе усă курма пулать. Çак скинсем (тĕслĕхрен, çĕлен, дракон, тилĕ) çӳллĕ уровеньсенче те пур.

Мод — тӳлевсĕр скин, браузерта ятарласа сарăм вырнаçтарсансан ĕçлет. Модсен суйлавĕ татах та нумайрах — 800 ытла.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ "Frequently Asked Questions - Answered : Agario". Тĕрĕсленĕ 25 Утă уйăхĕн 2015.
  2. ^ Fingas, Jon "Agar.io brings massively multiplayer games to the petri dish". Тĕрĕсленĕ 25 Утă уйăхĕн 2015.
  3. ^ "Steam Greenlight: Agar.io". Тĕрĕсленĕ 25 Утă уйăхĕн 2015.
  4. ^ Петри чашкинчи стратегипе тактика.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]