COVID-19 пандеми

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Stop the Spread of Germs (COVID-19)

COVID-19 пандеми — SARS-CoV-2 короновируса пула çĕкленнĕ COVID-19 короновирусла инфекцин пандемийĕ[1].

Малтанхи текст: 2019-nCoV коронавира чӗнсе илнӗ ҫӗнӗ йышши пневмони 2019 ҫулхи декабрь уйӑхӗн варринче Хубань провинцийӗн Хубей провинцийӗн Вӑтаҫӗр Китай провинцийӗнче ҫав вырӑнта пурӑнакан чӗрчунсен тата Хуанань тинӗс продукчӗсен вырӑнти рынокӗпе ҫыхӑннӑ пӗрремӗш тӗслӗхсене тупса палӑртма пуҫланӑ. 2019 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗнче Китай влаҫӗсем Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлавӗн организацине паллӑ мар пневмони ялтӑртатни ҫинчен пӗлтернӗ.

Каярахпа китай ученӑйӗсем ҫӗнӗ коронавирус — 2019-nCoV-уйӑрнӑ та унӑн генийӗн генилле йӗркине йӗркелесе янӑ. Вирус генетика йӗркипе 70 процентран кая мар ҫивӗч ҫивӗч респиратор синдрӗ евӗрлӗ (ҫавӑн пекех хӑйӗн атипикӑллӑ пневмони пек паллӑ вирус SARS-CoV. Ҫӗнӗ тип пневмонийӗн инкубаци тапхӑрӗ 2-мӗш кунран пуҫласа 10 кун тӑсӑлать, вара, юлашки чир тӑрӑх, симптомсем тухиччен чирлесе ӳкет.

Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Ухань хулине хупнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа карантина Хуанган, Эчжоу, Чиби тата Чжицзян хулисене хупнӑ. Пӗтӗмпе 14 хуларан тухса кайма ирӗк ҫук. Вирус провинциальнӑй шая китайӑн административлӑ вӗренӗвӗсеpxнче те йӗркеленӗ.

Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче чрезвычайлӑ лару-тӑру комитечӗн ларӑвӗнче ҫӗнӗ коронавирус хӗмленни чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва йышӑнчӗ, ҫакӑ вара пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлавӗн[en] пӗлтерӗшне пӗлтерет. Февралӗн 4-мӗшӗнче 20708 чирпе чирленӗ 28 ҫӗршывра (ҫавӑн пекех 23 214 ҫын Китайра), 427 вӗҫев вӗҫевӗн 427 вӗҫевне ҫирӗплетнӗ. Ытларах чухне китайра пулма тивет.

SARS-CoV-2 короновируса калăпăшласа кăтартни

"Хыпар" хаçат мĕн çырать[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Изман, Алина. 16 Mar, 2020 | Вĕрентÿ | Хыпар, аслă шкулсем, Шупашкар, сывлăх, чир-чĕр, коронавирус:

« Шупашкарти аслă шкулсем дистанци мелĕпе вĕрентеççĕ. Вăхăтлăх мерăна тĕнчере, вăл шутра Раççейре те, алхасакан коронавируса пула йышăннă. Чăваш Енре паянхи кун тĕлне ку чирпе аптăракан çук. »

Коновалов, Николай. 16 Mar, 2020 | Экономика | Хыпар, сывлăх, ларусем

« Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ планеркăра коронавирус экономикăна витĕм кÿни пирки те сăмах пулчĕ. Чăн та, республикăра ку палăрсах каймасть-ха. Экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин тип çу, макарон хакĕсем кăшт хăпарнине палăртрĕ, анчах лавккасенче ажиотаж текенни палăрмасть — ун валли сăлтав та çук. »

Çавăнтах малалла:

« Аптекăсенче медицина маскисем çукки, вĕсем хакланса кайни вара — урăх ыйту. Ку темăна ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пайăррăн çĕклерĕ. Ун шучĕпе, çĕршывра хăшĕ-пĕри меллă самантпа усă курса пысăкрах услам тăвас тĕллевпе спекуляци туса ятарласа дефицит çуратать. Унашкаллисене республика витĕм кÿреймĕ, анчах пирĕн хамăрăн граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтермелле. Хăш-пĕр регионта медицина маскисен производствине хăйсем йĕркеленĕ — ыйтăва сирнĕ. Олег Алексеевич пĕлнĕ тăрăх, Пензăра, сăмахран, çавнашкал производствăна 4-5 кунрах уçма пултарнă. Регион ертÿçи çакнашкал опытпа усă курса Чăваш Енре те медицина маскисен производствине йĕркелес ыйтăва вăраха ямасăр тишкерме хушрĕ. »

Михайлов, Андрей. 12 Mar, 2020 | Сывлăх | Хыпар, чир-чĕр, ларусем, асăрханулăх

« Паян Правительство çуртĕнче Чăваш Енре коронавирус инфекцийĕ сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев ертсе пычĕ.

Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, ку ыйтупа нумай ĕç тунă, çав вăхăтрах уйрăм ыйтусем те çук мар. «Медицина организацийĕсене оборудованипе тивĕçтерес тĕлĕшпе бюджетра хушма укçа — 49 миллион тенкĕ — уйăртăмăр. Медицина маскисемпе лару-тăру йывăрччĕ. Паянхи кун тĕлне пур аптекăна та вĕсемпе тивĕçтернĕ. Халĕ вĕсем çителĕклех. Социаллă сетьсенче пирĕн республикăра та коронавируспа чирленисем пуррине пĕлтернĕ. Паллах, ку суя хыпар. Кунашкал хыпарсене ĕненмелле мар. Ку ыйтпа çыхăннă çĕнĕлĕхсене Сывлăх сыхлавĕн министерствин сайтĕнче пĕлме пулать», — палăртрĕ регион ертÿçи.

— Чăваш Енри 15 стационарта 408 койка хатĕрленĕ. Чирлисене ыттисенчен уйăрмалли 44 бокс пур. Китайран Чăваш ене ĕçлеме килнĕ тата ют çĕршывсенчен таврăннă çынсем пурте медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Кунашкаллисене 156 çынна шута илнĕ, вĕсенчен 34-шне халĕ те сăнаса тăраççĕ. Телее, пирĕн республикăра коронвируспа чирлĕ çынсене тупса палăртман. Вируспа кĕрешес тĕллевпе 15 пин медика ятарласа вĕрентнĕ, нумайăшĕ семинарсенче хушма пĕлÿ панă. Республикăри медицина учрежденийĕсенче штаб вĕрентĕвĕсем ирттернĕ, — каласа кăтартрĕ сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Степанов. Вăл çавăн пекех халăх йышлă пухăнакан мероприятисене сахалрах ирттерме сĕнчĕ. Сăмах май, Крым Раççейпе пĕрлешнине халалланă концерт пулмасть.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская пĕлтернĕ тăрăх, ОРВИ тата гриппа чирлисен анализĕсене Гигиенăпа эпидемиологи центрĕн лабораторийĕнче тĕрĕслеççĕ, иккĕленÿ çуратаканнисене /6 тĕслĕх/ Чулхулана илсе каяççĕ. «Ку чиртен хальлĕхе никамăн та иммунитет çук, çавăнпа пурин те питĕ асăрхануллă пулмалла, сунасран вăхăтра сипленмелле», — терĕ Надежда Феофановна. Коронавирус ыйтăвĕпе министерствăра «хĕрÿ лини» ĕçлет: 26-14-14.

»

Власова, Роза. 31 Jan, 2020 | Сывлăх | Хыпар, больницăсем, вĕренÿ, чир-чĕр

« Паян республикăри катастрофа медицинин тата васкавлă медпулăшу центрĕн специалисчĕсем коронавирус ернĕ пациента пулăшу парас тĕлĕшпе вĕренÿ ирттерчĕç. »

«Чăваш халăх сайчĕ» пĕлтерни[2][тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пурин те коронавирус витӗр тухма тивет.

Анчах та ку пурин те пӗр вӑхӑтра пулмасть.

Пӗри маларах, тепри каярах.

Каярахри вӑхӑта лекме тӑрӑшмалла. Ҫавӑн тӗлӗшпе кӗрешӳ пырать.

Пӗрре чирленӗ ҫын, сывалнӑ хыҫҫӑн, вирус ҫӑлкуҫӗ пулма пӑрахать. Мӗншӗн тесен унӑн иммунитет ҫуралать те, ун ҫинче вируссем тек тытӑнса тӑраймаҫҫӗ.

Ытти ҫынсен вара унашкал иммунитет ҫук.

Ҫавӑнпа та, иммунитет ҫуккине кура, вӗсен ҫумне коронавирус хӑҫан та пулсан ҫыпҫӑнатех пулмалла.

Вӑт ҫав коронавирус ҫыпҫӑнас вӑхӑта малашлӑха тӗксе пымалла.

Сасартӑк пурте чирлесе ӳксен медицина тытӑмӗ ҫине пысӑк йывӑрлӑх тиенет. Ҫакӑ хистет те ӗнтӗ коронавируспа ҫыпсанас вӑхӑта малашлӑха тӗкме.

Кирлӗ информацие ак ҫакӑнтан илнӗ — https://echo.msk.ru/blog/potekhinalex/2608326-echo/

Чирлесе курманнисен иммунитет ҫук терӗм-ха та, анчах та ӑнсӑртран хӑшпӗр ҫыннӑн унашкал иммунитет пулма пултарать. Калӑпӑр миллион ҫын пуҫне пӗрре, 100 000 ҫын пуҫне пӗрре.

Анчах та ҫынсен пысӑк пайӗн унашкал иммунитет ҫук.

Мӗне пӗлтерет ку? Ку ҫакна пӗлтерет — пурте корнавирус витӗр тухӑпӑр. Хӑҫан та пулсан ҫакӑ кашнийӗнпех пулать. Президентран пуҫласа бомж таран.

Таҫта тайгара пурнакансем патне ҫеҫ ҫитмессе пултарать.

Коронавирус витӗр тухапӑр тени мӗне пӗлтерет?

Паллах, кашниех чирлессине. Анчах та тепри ҫакна хӑй сисмессе те пултарать. Симптомсӑр чирлев теҫҫӗ ҫакна.

Анчах та симптомсӑр чирлекен те — вирус ҫӑлкуҫӗ.

2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнче "Система" АФКА кӗрекен компанисем коронавируспа кӗрешме 1 миллиард тенке яхӑн уйӑрнӑ, вӗсен тӗп пайне чир ернисене тупса палӑртма тестсем туса хатӗрлеме, ҫавӑн пекех хӳтлӗх тата антисптиксем туса кӑларма тӑкакланӑ.[3][4]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]