Debian

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Debian — ирӗклӗ программӑсенчен тӑракан операци системи. Паянхи куна илес пулсан Debian GNU/Linux — чи анлӑ сарӑлнӑ тата чи пӗлтерӗшлӗ дистрибутивсенчен пӗри. Debian-па серверсенче ҫеҫ мар ӗҫлемелли станцисенче те операци системи пек усӑ кураҫҫӗ.

«Debian» ят дистрибутива Иан Мёрдокпа (Ian Murdock) унӑн арӑмӗн Дебра Линнӑн (Debra Lynn) ячӗсене хутӑштарнинчен лекнӗ.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Debian-а Иан Мёрдок 1993 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче хатӗрлеме тытӑннӑ. Дистрибутива тума шухӑш тытнӑ чухне вӑл ӑна пӗр енчен GNU/Linux пек уҫӑ та ирӗклӗ тӑвасшӑн пулнӑ, ҫав вӑхӑтрах вӑл тӗплӗ тунӑскер пулмалла пулнӑ.