Hijo de la luna
«Hijo de la Luna» (испанла — «Уйӑх ывӑлӗ») — чи пирвайхи хут Испанири Mecano ушкӑн юрланӑ баллада евӗрлӗ юрӑ. 1986 ҫулта вӗсен Entre el cielo y el suelo албомӗнче кун ҫути курнӑ. 1998 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа 1999 кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗччен Loona юрӑҫӑн кавер-версийӗ нимӗҫ чартӗнче малти вырӑнта пулнӑ, ҫав вӑхӑтрах швейцари чартӗнче иккӗмӗш номер таран ҫитнӗ.
Композици ҫинчен
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юрӑ чикан хӗрарӑмӗ чикана хуравсӑр юратни ҫинчен каласа парать. Чиканӗ те ӑна юраттӑр тесе хӗрарӑм тем тума та хатӗр: Уйӑх унӑн ӗмӗтне пурнӑҫлама хатӗр, анчах хӗрарӑма хӑйӗн пӗрремӗш ывӑлне ӑна пама ыйтать. Вӑл килӗшет. Чикан хӗрарӑмӗ хӑйӗн юратнӑ ҫыннине качча тухать, анчах ҫуралнӑ ывӑлӗн ӳчӗ шап-шурӑ, куҫӗсем кӑвак. Арӑмӗ ӑна улталанӑ тесе чикан арӑмне вӗлерет, ывӑлне вара ҫӳллӗ ту тӑррине илсе каять те унта хӑварать. Тӳпере уйӑх тулли пулсан, ача телейлӗ, ача макӑрма тытӑнсан, уйӑх пӗчӗк ачана сиктермелли сӑпка — ҫур уйӑх — пулса тӑрать.