Newsweek

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ӳкерчĕк:Runewsweek.gif
Журналăн вырăс версин логотипĕ

Newsweek (Ньюсуик, «"эрнен çĕнĕ хыпарĕсем») — АПШ-н кашни эрнере пичетленекен «пысăк виççĕ» шутĕнчи кашни эрнере тухакан американ журналĕ. Тиражĕпе (3160 пин экз.) вăл паллă конкуренчĕ — «Тайм» журнал хыççăн — пулать. Ăна 1933 ç. «Тайм» редакторĕ пулса ĕçленĕ Томас Мартин йĕркеленĕ. 1937 ç. Newsweek коллективне Today сумлă журналăн ĕçтешĕсем хушăнаççĕ. 1961 ç. Филип Грэм, «Вашингтон пост» хаçатăн харпăрçи, сутăн илет. Штаб-хваттерĕ Çĕнĕ Йоркра вырнаçнă. Ют çĕрсенчи версисем ултă чĕлхепе — араплп, корейлп, полякла, вырăсла, турккăлла тата япунла — çутта тухать. Вырăс чĕлхиллĕ кăларăм — «Русский Newsweek».

Журнала сутасси[тӳрлет | кодне тӳрлет]

The Washington Post пĕлтернипе, Newsweek журнала Harman International Industries аудиохатĕрсене тăвакан компани харпăрçине Сидни Харман (Sidney Harman) миллиардер туянасшăн. Сăлтавĕ тесе куçа тăкакне асăнаççĕ. 2009 çулта журналăн такакĕ 30 миллион доллара яхăн пулнă. Килĕшӳ хутне те çырса алпуснă. Хакне асăнмаççĕ. The Washington Post пуçлăхĕ Дональд Грэм каланипе, çĕнĕ хуçа журналра ĕçлекен чылай çынна хăварас кăмăллă. Çапах та, хăйĕн ĕç вырăнне кăларăмăн тĕп редакторĕ Джон Мич хăварать, теççĕ. [1]

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]