Nitty Gritty Dirt Band

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Nitty Gritty Dirt Band
Тĕп информаци
Жанрсем Кантри, блюграсс, фолк-рок
Çулсем 1966 — х.в.
Патшалăх АПШ АПШ
Йĕркеленнĕ вырăн Лонг-Бич, Калифорни
Чĕлхе акăлчан
Йыш Боб Карпентер
Джон МакЭюн
Джимми Фадден
Джеф Ханна
Официаллă сайт
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Шаблон:Сортлани: ӳкерчĕксемпе

Nitty Gritty Dirt Band — 1966 çулта ака уйăхĕнче Джефф Ханна (Jeff Hanna) тата Джимми Фадден (Jimmy Fadden) параппанçă йĕркеленĕ американ (Лонг-Бич, Калифорни) кантри-фолк-рок-ушкăнĕ.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Группа йышĕ нумай хутчен улшăннă, 1976 - 1981 çулсенчи тапхăрта та — ун чухне вĕсем «The Dirt Band» ятпа концертсенче вылянă, студисенче çырнă. Йĕркеленĕренпе пĕрмайхисем: Джефф Ханна гитарăпа юрлакан тата Джимми Фадден параппанçă. Джон Мак-Юэн мультиинструменталист группăра 1966 - 1986 çулсенче тăрмашнă, каллех 2001 çулта таврăннă. Боб Карпентер клавишник ушкăна 1977 çулта кĕнĕ. Коллектив тăтăшах хальхи тата халăх кантри-мусăк юрăçĕсемпе пĕрле вылять.

Группа çакнашкал хитсене кĕвĕленĕ — «Mr. Bojangles», Джерри Джефф Уолкерăн (Jerry Jeff Walker) паллă юррин кавер-версийĕ, çаплах «Modern Day Romance» (1985) тата «Fishin` in the Dark» (1987).

Nitty Gritty Dirt Band Совет Союзне 1977 çулта концерт турне килнĕ пĕрремĕш американ рок-группи пулнă[1]. Концертсене пынă тата телешоу пăхнă мĕнпур аудитори йышĕ 145 млн çынна çитнĕ[2].

«Will the Circle Be Unbroken» (1972) альбома йăлари кантри маçтăрĕсемпе — Мейбелл Картер, Эрл Скраггс, Рой Экафф, Мерл Трэвис, Джимми Мартин тата Док Уотсон — çырнă. Хыççăнхи çавăн пекрех альбом — «Will the Circle Be Unbroken: Volume Two» — 1989 çулта тухнă, вăл ылтăнланнă тата уншăн икĕ хутчен Грэммипе чысланă.

Дискографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • The Nitty Gritty Dirt Band (1967)
  • Ricochet (1967)
  • Rare Junk (1968)
  • Alive (1969)
  • Uncle Charlie & His Dog Teddy (1970)
  • All the Good Times (1971)
  • Will the Circle Be Unbroken (1972)
  • Stars & Stripes Forever (1974)
  • Symphonion Dream (1975)
  • Dirt, Silver and Gold (1976)
  • The Dirt Band (1978)
  • An American Dream (1979)
  • Make a Little Magic (1980)
  • Jealousy (1981)
  • Let’s Go (1983)
  • Plain Dirt Fashion (1984)
  • Partners, Brothers and Friends (1985)
  • Twenty Years of Dirt (1986)
  • Hold On (1987)
  • Workin' Band (1988)
  • More Great Dirt (1989)
  • Will the Circle Be Unbroken: Volume Two (1989)
  • The Rest of the Dream (1990)
  • Live Two Five (1990)
  • Not Fade Away (1992)
  • Acoustic (1994)
  • The Christmas Album (1997)
  • Bang, Bang, Bang (1999)
  • Will the Circle Be Unbroken: Volume Three (2002)
  • Welcome to Woody Creek (2004)
  • Speed of Life (2009)

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Статья в газете «The Hour», 14.9.1977, с. 51.
  2. ^ История группы. çăлкуçран архивланă 5 Ҫӗртме уйӑхӗн 2009. Тĕрĕсленĕ 16 Ака уйӑхӗн 2010.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]