USS Harry S. Truman (CVN-75)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Гарри Трумэн — (акăл. USS Harry S. Truman (CVN-75)) — американ авианосецĕ, Нимиц тĕсĕн саккăрмĕш карапĕ.

1993 çулхи чӳкĕн 29-мĕшĕнче тума тытăннă, 1996 çулхи авăнăн 7-мĕшĕнче шыва антарнă, флот йышне 1998 çулхи утăн 25-мĕшĕнче кĕртнĕ, церемоние АПШ президенчĕ Билл Клинтон хутшăннă. Карапа тума 4,5 миллиард АПШ долларĕ кайнă.

CVN-75 авианосец кильне хунă церемоние халалланă почтă конверчĕ. United States — çав самантри ячĕ.

АПШ 33-мĕш президенчĕ Гарри Трумэн ятне панă, тума пуçланă чухне «Пĕрлешĕннĕ Штатсем» (акăл. USS United States) ятпа пынă, кĕçех карапа «Гарри Трумэн» ята тивĕçтернĕ.

Авианосец АПШ тинĕс-çарĕн Норфолк хулинчи базине çырнă.

Перси кӳлмекĕнче пĕрремĕш хут 2000 çулхи чӳкĕн 28-мĕшĕ - 2001 çулхи çăвăн 23-мĕшĕнче пулнă.

2003 çулта «Хĕвел куççулĕсем» фильма ӳкернĕ çĕре (Брюс Уиллис тĕп рольте) хутшăннă.

1995 çулта ӳкернĕ «Neon Genesis Evangelion» 8-мĕш серинче «Over the Rainbow» ятпа курăннă[1].

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Yoko NGE All-In-One FAQ (выр.). çăлкуçран архивланă 28 Авӑн уйӑхӗн 2007. Тĕрĕсленĕ 8 Кӑрлач уйӑхӗн 2009.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:«Нимиц» тĕсĕн авианосецĕсем Шаблон:АПШ авианосецĕсем