Контент патне куҫ

Вики

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Wiki ҫинчен куҫарнӑ)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Вики (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Ви́ки (акăл. wiki) — сайчен хăйĕн хатĕрĕсемпе ăшлăхĕпе тытăмне пĕрле улăштармалла веб-сайт.

Паллăрах вики-сайт — Википеди.[1]

Пĕрремĕш вики-эреше, [2] программа кодĕн «Портлендри тĕслĕхсен управне», 1995 çулхи пуш, 25 Уорд Каннингем программист хайланă. «Wiki» (пуплевĕ [ви́ки]), тӳррĕнех — «wiki-wiki», ăна хавай чĕлхинчен илнĕ, вăл «хăвăрт» тени пулать. Каннингем малтанах викие «ахаль хыпар онлайн-бази евĕр» тунă.[3]

Пĕрремĕш хут «вики» термина веб-сайта çырса кăтартма 1995 çулта Уорд Каннингем, пĕрремĕш WikiWikiWeb вики-системĕна тăваканĕ, кĕртнĕ, вăл çак сăмаха хавай чĕлхинчен («хăвăрт») илнĕ.[4][5] Каярах çак сăмах валли акăлчан бэкронимне What I Know Is... шутласа хунă.[6]

Вики концепцин тупсăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Уорд Каннингем тата пĕрлĕ авторĕ Бо Леуф The Wiki Way: Quick Collaboration on the Web кĕнекинче Вики концепцин тупсăмне çапла ăнлантарнă:

  • Вики пур хутшăнакана та Вики-сайт çинче сарлатман ахаль веб-браузерпа усă курса кирек епле страницăна редакцилеме е çĕнĕ страницăсене тума май парать.
  • Вики тĕрлĕ страницăсем хушшинчи çыхăнусене сисĕмлĕ туйăмпа тунă каçăсем урлă йĕркелесе тытса пырать.
  • Вики сăлтавсăр кĕрекенсем валли хатĕрленĕ сайт шутланмасть. Вики хăйĕпе усă куракансене пĕрмай пĕрле ĕçлеме хĕтĕртет.

Палăрту пахалăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Викин çак пахалăхсем пур:

  • Хăй вики-хутлăхĕпех (сайтпах), редакторăн таулашĕнчи урăх ятарлă меслетсĕрех. темиçе хучен те текста тӳрлетме май пур
  • Улшăну курăмлăхĕ тӳрлетсен тӳрех пулать.
  • Ăшлăхне уйăрса ят панă страницăсене кертни.
    • Гипертекстлăх: страницăсемпе сайтăн пайĕсем контекст гиперкаçăсем урлă çыхăнаççĕ.
  • Автор чылайăшлăхĕ. Хăш пĕр викие сайта кĕрекен пур çын та тӳрлетме пултарать.

Уйрăмлăхсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вики чĕлхипе вики-страницăсем хушшинчи гиперкаçăсем, HTML-чен, курăнуллăрах тата хăрушсăрлăрах шутланаççĕ, мĕншĕн тесен JavaScript тата каскад таблицисен стилĕпе усă курасси анлă мар.

Техника никĕсĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
«МедиаВикири» вики-текста редакцилени

Вики-хутлăха тума ятарлă ПХвики движокĕ — кирлĕ. Ку сайтăн тытăмлав системин пайăр тĕсĕ пулать, унăн тытăмĕпе ĕçлевĕ ансат, мĕншĕн тесен ăшлăха тытăмлас тата усă курас ĕçсене алăпах тăваççĕ.

Викимедиа фондăн Википедипе урăх сайчĕсене МедиаВики движокĕпе никĕсленĕ.

Вандал ĕçлĕхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хăшпĕр викисен ăшлăхне улăштарма пулать. Çавăн пек викисенче, хӳтлĕхсемпе çуртсене граффити е киревсĕр çырусемпе вараланă евĕрех, хăш чухне кирлĕ мар ăшлăх кĕртекççĕ. Викире çак вараланчăксене тасатма май пур: пăснине тӳрлетме çăмалтарах. Эхер те кам та пулин çине тăрсах вики-сайтпа усă куракансене чăрмав кӳме тăрмашать, ăна тӳрлетме чарак лартаççĕ. Тепĕр енчен, чылай сăтăр тăвас тесен, нумай тар юхтармалла.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ «wiki» Britannica энциклопедире(2009 çулхи Раштав уйӑхӗн 12-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
  2. ^ Portland Pattern Repository
  3. ^ Ward Cunningham’s original description of Wiki 2008 ҫулхи Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
  4. ^ Correspondence on the Etymology of Wiki, Ward Cunningham, c2.com (2009 çулхи Раштав уйӑхӗн 12-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
  5. ^ Hawaiian words; hawaiian to english, mauimapp.com (2009 çулхи Раштав уйӑхӗн 12-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
  6. ^ The wiki principle, The Economist (2009 çулхи Раштав уйӑхӗн 12-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
  7. ^ Описание вики-разметки для сайтов на движке МедиаВики можно посмотреть в: Википедия:Как править статьи#Вики-разметка.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

* Категория:Языки разметки