Çĕленсем
Çĕленсем (лат. Serpentes) — шуса çӳрекенсен класне кĕрекен, хупăллă чĕрчунсем. Çĕленсем Антарктидапа Ирланди тата Çĕнĕ Зеланди пек темиçе мăн утравсемсĕр тата Атлантикаллă океанпа Лăпкă океанăн вăта пайĕн нумай пĕчĕк утравĕсемсĕр пуçне, пур континентсем çинче те пурăнаççĕ. Хăшпĕр çĕленсем наркăмăшлă, наркăмăшсăррисен шучĕ нумайрах тĕслĕ.
Наркăмăшлă çĕленсем наркăмăшĕпе ытларах хăйне сыхлама мар, пулас апатне вĕлерсе çиме усă кураççĕ. Хăшпĕр çĕленсем наркăмăшĕ питĕ вăйлă,— çынна вĕлерме те пултарать. Наркăмăшсăр çĕленсем тытнă апатне е чĕрĕллех (хурăн пуçлă çĕлен), е малтан пăвса вĕлерсе (пăвакан çĕлен) çăтаççĕ.
Çĕр çинчи чи паллă хальхи çĕленсем — сĕрекеллĕ питон тата пăвакан шыв çĕленĕ — анаконда. Халь пурăнакансен чи вĕтĕ çĕленсен — Leptotyphlops carlae тăршшĕ — 10 сантиметртан та иртместь. Çĕленсен тăршшĕ ытларах чух пĕр метртан иртмест.
Çĕленсене тĕпчекен ăслăлăха серпентологи теççĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Вяч. Вс. Иванов. Змей // Мифы народов мира 2014 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Higher Taxa in Extant Reptiles — База рептилий.(акăлч.)
- Правила поведения со змеями
- Видео: Половое поведение змей 2009 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- Змей и змея в символике(ĕçлемен каçă)
- Самые ядовитые змеи Африки 2014 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.