Контент патне куҫ

Çын (философи)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Этем (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Çын (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Homo (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Этем (ним. Übermensch) — Фридрих Ницше «Саратуштра çапла каланă» ĕçĕнче хальхи çынран çав тери пахарах уйрăм тĕслĕ çынсене палăртма кĕртнĕ сăнар. Этем, Ф.Ницше теорипе, çын тĕсĕн кун-çулĕнчи тупсăмĕ шутланать, вăл пурнăçăн виталлă аффекчĕсен варри пулмалла. Этем — пурнăçа унăн чи хаяр экстремаллă тăрăмĕсенче ырлакан радикаллă эгоцентрик, çаплах хăватлă ирĕкĕпе кун-çулăн аталану вектăрне тĕл парса Тăвакан.

Этемĕн прототĕсĕ шутне («иртсе каяйми пурнăç виртуозĕсем»), Ф.Ницше Александр Македонскине, Юли Цезаре, Чезаре Борджиана тата Наполеона кĕртнĕ.

Ницшĕн Этемĕн сăнарне темĕн тĕрлĕ вулавĕ пур:

  • Христос тĕнĕнчи (Вяч. Иванов Этем вырăнне Иисус Христоса лартнă);
  • культорологи (М. А. Блюменкранц Ф.Ницше çак шухăш-ĕмĕтне «ирĕклĕ ăнтăлăвĕн эстетизацийĕ» тенĕ);
  • расăллă интерпретаци (Виççĕмĕш райхра Этем ăнлавне раса енчен çирĕпленнĕ несĕллĕ çын).

Ыйту тупсăмĕпе, Этемĕн çак трактовкăсем Ф.Ницше палăртнă сăнарпа хирĕçӳллĕ пулса тухаççĕ.

  • «Çын — чĕр чунпа Этем хушшинчи вĕрен, тĕпсĕрлĕх урлă карнă вĕрен».
  • «Турă пĕтнĕ: халĕ пире Этем пурăнни кирлĕ».
  • «Мĕн упате, çынпа танлаштарсан? Кулăш е асаплă намăс. Çавăн пекех çын та Этемшĕн пулмалла — кулăш е аспла намăс».
  • «Этем — çĕрĕн тупсăмĕ. Сирĕн ирĕк те çакна йышăнтăр: Пултăрах Этем çĕрĕн тупсăмĕ!», «„этемлĕх“ мар, этем — çак чăн тĕлĕ!»

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]