Контент патне куҫ

Александров Дмитрий Александрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Александров Дмитрий Александрович
Александров Дмитрий Александрович

Александров Дмитрий Александрович, — чăваш çыравçи. Очерксемпе прозăсем çырать. 1932 çулхи чӳк уйăхĕн 20 Чăваш Енри Красноармейски районĕнчи Нимĕчкасси ялĕнче çуралнă. 1988 çултанпа Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕнче тăрать. Республикăн А. Талвир тата Н. Янгас ячĕллĕ литература премиĕсен лауреачĕ. Тинĕс çарĕсен ветеранĕ тата тыл ĕçченĕ.

«Хисеп палли» орденне, çичĕ медале тата тăватă «Соцсоревнованисенче çĕнтерекен» паллисене тивĕçлĕ пулнă.

Пурнăçĕ çинчен

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çĕрпӳри ялхуçăлăх техникумне тата Мускаври ЦК ВЦСПС çумĕнчи професилĕ утмалли аслă шкула вĕренсе пĕтернĕ.

Колхозра ĕçленĕ. Çавăн пекех "Гигант" колхоз парткомăн ирĕке кăланă секретерĕ пулнă. Чăваш Енĕн Красноармейски районĕнчи Алманч ял совечĕн председателĕ вырăнĕнче те ĕçленĕ. 1951-1956 çулсенче Хура тинĕс флочĕн службинче тăнă.

  • «Асăну кĕнеки» (1990)
  • «Вĕсем Тăван çĕршывшăн çапăçнă» (1994)
  • «Ылханлă вăрçă вăхăтĕнче» (1994)
  • «Алманч ялĕн историйĕ», 1-мĕш кĕнеки (1995), 2-мĕш кĕнеки (1998), 3-мĕш кĕнеки (2002)
  • «Тинĕсри чикĕсен хуралĕнче» (1996)
  • «Тăван çĕршывшăн» (1998)
  • «Салтак шăпи» (1999)
  • «Тинĕс мухтавĕн палăкĕсем» (1999)
  • «Новороссийск» линкор путни» (1999)
  • «Балти тинĕсён хумĕсем çинче» (2001)


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.