Альтамира (çĕр хăвăлĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Альтамира.
Бизон.

Альтамира (La cueva de Altamira) — Испанири чул тапхăрĕн çӳлти палеолитри, (Солютрей культури, полихромлă ӳнер çĕр хăвăлĕ). Сантильяна-дель-Марпа çывăх вырнаçнă Кантабринче, Сантандертан хĕвеланăçнелле 30 км. Кайри палеолитри (Мадлен культури, 15-8 пин çул пирĕн эрăччен) çĕр хăвăлĕ — 1985 çултан ЮНЕСКОн пĕтĕм тĕнчен еткерлĕхĕ.

Мĕнле курăнни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çĕр хăвăлĕн тăршшĕ 270 м, вăл иккĕллĕ вăрăм тата çавра хăвăллăхсенчен тăрать. Тĕп çавра хăвăллăхĕн тăршшĕ 18 м, çӳллĕшĕ 2 м-тан 6 м-а çити. Пĕр вăхăт хушши çĕр хăвăлĕнче чĕрчунсемсĕр пуçне никам та пурăнман. Ӳкерчĕксем çинче бизонсемпе, лашасене, хир сыснисене, алă тупанĕ йĕрĕсене курма пулать. Вĕсене кăмрăкпа, охрапа, гематитпа тата урăх çутçанталăкри пур сăрăсемпе ӳкернĕ. Ӳкерчĕкĕсене ал пӳрнисемпе çех мар, авалхи çынсем юри тунă хатĕрсемпе те хайланă. Ӳкерчĕкĕсем тĕп хăвăллăхĕн маччипа стенисем çинче çех мар, ытти пур хăвăллăхсенче те вырнаçнă. Авалхи ӳнерçĕсем стенасен çутçанталăк тунă йĕрĕсене те виçĕ виçемлĕ курăнма усă курнă, тен, ку вĕсен тĕнĕ тĕнче куравĕпе çыхăннă пирки пулнă пуль тесе шутлаççĕ. Çавăн пек ӳкерчĕксем Скандинавипе çурçер Италин çĕр хăвăлĕсенче те пур.

Уçни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1879 археолог ĕçне юратнă Марселино Санс де Саутуола хăйĕн 9-çулти хĕрĕпе ăнсăртран ӳкерчĕклĕ çĕр хăвăлне тупнă.

1960-70-мĕш çулсенче çĕр хăвăлне питĕ нумай, кунне 1500 турист курма пынă. Çавăн пирки ӳкерчĕксем нӳрĕлсе кăвакарма пуçланă. Вара 1977 çĕр хăвăлне реставраци тума хупнă та çĕнĕрен 1982 çулта уçнă, анчах кунне 20 çын таран çех кĕме ирĕк панă. Çĕр хăвăлне кĕрсе курма виçĕ çула яхăн кĕтме тивнĕ. 2001 çулта çĕр хăвăлĕпе юнашар майлашнă Альтамира музей комплексĕнче Пысăк плафонăн паллă ӳнер лаптăкен копине, унсăр пуçне çĕр хăвăлĕн ытти хăш-пĕр ӳнер пайĕсене, чăн çĕр хăвăлне кĕрсе пăхмасăрах ӳкерчĕкĕсемпе паллашма майлă пулма уçнă. Альтамиран ӳкерчĕкесен ытти кописем Мадридри Наци археологи музейĕнче, Мюнхенри Нимĕç музейĕнче, Японире упранаççĕ.

Курав[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]