ЮНЕСКО

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

ЮНЕСКО (UNESCO — United Nations Educational, Scientific and Cultural Organization) — Пĕрлешнĕ Нацисен Организацин пĕлӳлĕх, ăслăх тата этеплĕх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен йĕркелĕвĕ.

Организацие 1945 çулхи чӳк, 16 туса хунă, унăн штаб-хваттерĕ Парисре, Францире, вырнаçнă. Организаци шутне тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчи 67 бюропа уйрăмĕ кĕрет.

ЮНЕСКО уставне Лондон конференцинче 1945 çулхи чӳк уйăхĕнче йышăннă, 1946 çулхи чӳк, 4 ĕçе кĕртнĕ. Халĕ организацире 192 патшалăх-пайташпа 6 пайташ-ĕçтĕш[1]. Парисри Йĕркелӳре 173 патшалăх-пайташăн пĕрмай элчĕлĕхĕ пур.


1972 çулта ЮНЕСКО Пĕтĕм тĕнчери этеплĕхпе çутçанталăка хӳтĕлев конвенцине йышăнать, конвенци 1975 çулта хута яраççĕ, хальхи тапхăра 184 патшалăх ратифициленĕ (СССР — 1988 çулта).

Управлени органĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп директорĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ирина Бокова

Хальхи тапхăрта тĕп директора Тĕп конференцинче тăватă çуллаха суйлаççĕ. Малиан ултă çуллăха ĕç вырăнне лартнă. Тĕп директор Секретариата ертсе пырать.

2009 çулта ЮНЕСКО тĕп директор суйлавĕсем иртнĕ. 2009 çулхи авăн, 22 темиçе хутчен те сасăланă хыççăн Болгари дипломатне Ирина Боковăна ЮНЕСКО Ӗç тăвакан канашĕ сĕннипе тĕп директор постĕнче çирĕплетеççĕ. Бокова кандидатурине ЮНЕСКО Тĕп конференци 2009 çулхи юпа, 15 йышăнать [2] .

1946—1948 — Джулиан Хаксли, Аслă Британи
1948—1952 — Хайме Торрес Бодет, Мексика
1952—1953 — (ĕçне вăхăтлă тăваканĕ) Джон В. Тейлор, АПШ
1953—1958 — Лютер Эванс , АПШ
1958—1961 — Витторино Веронезе, Итали
1962—1974 — (ĕçне вăхăтлă тăваканĕ, 1959 — 1962) Рене Майо, Франци
1974—1987 — Амаду-Махтар М’Боу, Сенегал
1987—1999 — Федерико Майор Сарагоса, Испани
1999—2009 — Коитиро Мацуура, Япони
2009 — Ирина Бокова, Болгари

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:ПНО

Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.