Контент патне куҫ

Артемизия Джентилески

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Артемизия Джентилески
Artemisia Gentileschi
Хăйне хăй сăнарлани, 1615 -1617
Хăйне хăй сăнарлани, 1615 -1617
Çуралнă чухнехи ят: Артемизия Джентилески
Çуралнă вăхăт: 1593 çулхи Утă, 8
Çуралнă вырăн: Рим, Итали
Вилнĕ вăхăт: 1653
Вилнĕ вырăн: Неаполь, Итали
Гражданлăх: Артемизия Джентилески
Жанр: истори, тĕн тата жанрлă сăрă ӳнерĕ
Вĕренӳ: ашшĕ, Орацио Джентилески
Викиампарти ĕçсем
Олофернăн пуçне татакан Юдифь
Алпусни

Артемизия Джентилески (итал. Artemisia Gentileschi, Artemisia Lomi, Утă, 8 1593, Рим - 1653, Неаполь) — итал ӳнерçи.

Давид тата Батшева (Вирсавия)

Вăл тапхăрти пур хĕрарăм-ӳнерçĕсем пекех, Артемизия ӳнерçĕ хĕрĕ. Унăн ашшĕ — Орацио Джентилески, Караваджо ӳнер шкулĕпе çывăх пулнă. Хĕрача вуникĕ çулта чухнех амăшĕсĕр юлнă.

1612-мĕш çулта ăна ашшĕпе ĕçленĕ флоренци ӳнерçи Агостино Тасси чыссăрланă. Çичĕ уйăх хушши пынă судра унăн намăс та асап та чăтма тивнĕ пулнă. Тассине айăпласа пĕр çул тĕрмене лартнă. Чăтса иртнĕ туйăм-кăмăлне вăл пуринчен те ытларах паллă ĕçĕнче «Олофернăн пуçне касса татакан Юдифь» (1614-1620, Уффици Галереи, Флоренци) кăтартнă. Ку сюжет патне вăл темиçе тут та таврăннă, ытти час-часах хутланă Джентилески сюжечĕсем — Лукреция, Клеопатра, Саба Майра-патша.

Пьерантонио Стиаттеси ӳнерçĕне качча тухсан (мăшăрланăвне ашшĕ йĕркеленĕ), çав çулах Артемизия Флоренцине кайнă. Козимо II Медичи хӳтлĕшĕнче ĕçленĕ, Галилейпа туслă пулнă.

1621-мĕш çулта Генуя хулинче ĕçленĕ, унтан Венецине куçнă, кунта вăл Антонисо Ван Дейкпа тата и Софонисба Ангиссолапа паллашнă, ун хыççăн Рима таврăннă, 1626 - 1630 çулсен хушшинче Неаполь хулине пурăнма куçнă. Ку тапхăрта ӳнерçĕне пĕрремĕш хут Неапольпе юнашар вырнаçнă Поццуоли хулинчи чиркӳне фреска ӳнерĕпе капăрлатма чĕннĕ. 1638 - 1641-мĕш çулсенче ашшĕпе Лондонра I -мĕш Карл хӳтлĕхĕнче пурăнса ĕçленĕ. Кайран Неаполе таврăннă, мĕн вилеччен унтах пурăннă.

Чапа тухни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăл Европан пĕрремĕш ӳнер Академин — Флоренцири Сăрă-ӳнер Академин пайташĕ пулма суйласа илнĕ пĕрремĕш хĕрарăм пулнă.

1944-1947-мĕш çулсенче итал çыравçи Анна Банти Артемизия çинчен роман çырнă, ăна вăл кун-çул çырса пынă пек калăпланă, питĕ пысăк ăнăçуллăскерне, ăна темиçе чĕлхе çине те куçарнă. Каярах Артемизия пурнăçĕ американ çыравçи Венди Вассерштайн «Хейди кун-çулĕ» (1988) драмин тата канада çыравçи Салли Кларк «Жизнь без подсказки» пьесин (ăна 1988, 1989, 1990, 1991 çç. лартнă) тĕп вырăнне йышăннă. 1997-мĕш çулта франц кинорежиссерĕ Аньес Мерле «Артемизия» фильм (тĕп ролне Валентина Черви вылянă) кăларнă.1998-мĕш çулта ӳнерçĕ çинчен франц çыравçи Александра Лапьер та роман çырнă. 2002 -мĕш çулта американ çыравçи Сьюзен Вриленд çырнă «Страсти по Артемизии» роман пĕтĕм тĕнчипех бестселлер пулса тăнă, часах ăна 20 чĕлхе çине куçарнă.

  • Garrard M.D. Artemisia Gentileschi: the image of the female hero in Italian Baroque art. Princeton: Princeton UP, 1989
  • Jamis R. Artemisia, ou, La renommée. Paris: Presses de la Renaissance, 1990
  • Bissell R.W. Artemisia Gentileschi and the authority of art: critical reading and catalogue raisonné. University Park: Pennsylvania State UP, 1999.
  • Garrard M.D. Artemisia Gentileschi around 1622: the shaping and reshaping of an artistic identity. Berkeley: University of California Press, 2001.