Контент патне куҫ

Ахаль карăк

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Карăк автанĕ (Тюринги Германи)
Tetrao urogallus urogallus
Tetrao urogallus urogallus

Карăк (лат. Tetrao urogallus) - чи пысăк кайăксенчен пĕри. Чăх йышне кĕрет. Вăрманта пурăнать. Сайра хутра ун çывăхĕнчи улăх-çарана тухса кĕрет. Çăмартисем (6-8) сарăрах хăмăр тĕслĕ, хура хăмăр пăнчăсемлĕ. Карăк туйĕ виçĕ тапхăртан тăрать, пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче тытăнать. Пĕрремĕш тапхăрĕ - автансем туй вырăнне пуçтарăнма тытăнни. Иккĕмĕш - чăххисем вĕçсе килни. Виççĕмĕш тапхăрĕ - чăхсемпе автансем пĕрлешни. Туй пынă вăхăтра карăксем юрлаççĕ, вăл вăхăтра япăх илтеççĕ. Карăк чăххисем çăмартана 3-4 эрне пусса лараççĕ. Сивĕ вăхăтра вĕсен çăмартисем шăнса пĕтни те пулкалать. Хăрăушлăх пулсан йывăç çине вĕçсе хăпарать. Унтах çывăрать. Ытларах çĕр çине пурăнать. Пĕчĕк картапа пурăнаççĕ. Хĕлле 15 таран пуçтарăнаççĕ. Чăвашра карăксен хисепĕ пысăк мар. Ниçта та каймасть. Хĕлле чăрăш йĕпписемпе, хурăн папкисемпе тăранса пурнать. Каçхине юр ăшăнче çĕр каçать.