Вăрçă пуртисен культури
Вăрçă пурттисен этеплĕхĕ (çаплах Кантраллă керамика этеплĕхĕ е Тăр-пĕччен вилтăпри этеплĕхĕ) — Европăри археологин хулăм сийĕ, кайри неолитра пуçланса, пăхăр ĕмĕрĕнче хăйĕн аталанавĕн тӳпине çитсе малти Бронза ĕмĕрĕн сĕмĕ пĕтет.
Тĕрлĕ çĕрсенче пирĕн эрăччен 3200/пирĕн эрăччен 2900 çулсенчен пирĕн эрăччен 2300/пирĕн эрăччен 1800 çулĕсемчен тăсăлнă. Çар пурттисен культурин йăхĕсене чылай чух Вăтам Евррпăри пĕрремĕш индоевропейсем теççĕ[1].
Палăртăвĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ар çын вил тăприне чулран тунă çар пурттине (çапăçура, паллах, унпа çĕнтерӳ тупма йывăр пулнă, вăл социаллă статуса çеç кăтартнă) хунă, çавăнпа ĕнтĕ «çар пурттисем» этеплĕх палăртăвĕ çирĕпленет. Урăх ячĕсем, «кантраллă керамика» тата «пĕртен-пĕр вил тăпри» керамика орнаменчĕн тĕсĕнчен тата вилене пытарас мешехерен килет.
Территори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Европа континенчĕн чылай пайне йышăннă пулнă. Вăтаçĕртинĕс çĕршывĕсем (унта синокавказсем пурăннă, тăхăмĕсем— басксем) , Скандинавин çуçĕрĕсем (унта лапландсен мăн аслашшĕсем пурăннă) вĕсен территорине кĕмен.
Ячӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]«Вăрçă пурти» тенӗ ячӗ кунти ҫынсем арҫынсен вилтӑприне чул вăрçă пуртине хурса янипе пулса тухнӑ.
Этеплĕхĕн пайĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кантраллă керамика этеплĕхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вăрçă пурттисен этеплĕхĕн несĕлĕн — кантраллă керамика этеплĕхĕн — палăкĕсене Тĕп Европăра, нумайрах Германипе Польшăра, тупнă: нӳрĕк тăма кантра йĕрĕсемпе илемлетеççĕ. Унпа вилле пытарнă чух усă курнă, вил тăприсенче çакăн пек капăрлатнă савăт-сапа тупаççĕ. Вĕсене льняные либо пеньковые верёвки тунă.
Голландсен кантраллă керамика этеплĕхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кантраллă керамика этеплĕхĕн пĕр турачĕ шутланать, хăш чух ăна сарлака тĕплĕ черккесен этеплĕхĕ тесе палăртаççĕ. Этеплĕхĕн палăкĕсене Нидерландсенче тата Германире Рейнăн анат юхăмĕнче тупнă. Çак этеплĕхе савăт хормипе уйăрса илеççĕ: анланса пыракан пырлă, S-евĕрлĕ тата сарлака лаптак тĕплĕ. Савăт сапана шăллă кĕреçепе е пулă шăммисемпе кантраллă тĕрĕ эрешĕпе капăрлатнă. Кайранхи колокол евĕрлĕ черккесен этеплĕхĕ çине те сĕм янă.
Швед-норвег вăрçă пурттисен этеплĕхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Швед-норвег вăрçă пурттисен этеплĕхĕ, е ладья евĕрлĕ пуртăсен этеплĕхĕ, пирĕн эрăччен 2800 аталанма тытăннă, Скон патĕнчен пуçласа Уппландпа Тронделага çити 3000 масар шăтăкне тупнă. Скандинавире вил тăприсенче ватса пĕтернĕ çын пуç шăммисене тупнă, çăвара ар çынсене çеç мар, хĕрарăмсемпе ачасене те (Lindquist 1993:43) пытарнă, вара çак вăхăта Ватнă пуç шаммисен тапхăрĕ теççĕ. Çак этеплĕх индоевропа тапăнăвĕн (уйрăмах протогермансен) вăйĕпе, пулас, хăвăрт анлăланса пынă.
Пур Скандинавире 3000 яхăн çар пуртти тупнă, ытларах çурçĕр Норвегире. Çакăн пек пурăну вырăнĕсене 100 сахал мар пулнă, вĕсен каяшĕсем кăшт çеç сыхланса юлнă, халĕ кунта фермăсем тата сухаласа хунă уй-хирсем. Поляр çаври леш енче пулни те паллă.
Вăтам Днепр тата Фатьян-Пăлан этеплĕхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кантраллă керамика этеплĕхĕн тухăçри форпосчĕсем вăтам днепр этеплĕхĕпе тури Атăлçири фатьян-пăлан этеплĕхĕ пулнă. Фатьян этеплĕхĕ, хăй енчен, апаш этеплĕхне пуçарса ярать. Вăл Çурçĕрпе Тĕп Европăна çеçенхирсемпе çыхăнтаракан çулсем çинче аталанса саралнă. Вăтам Днепр этеплĕхĕ çав тери сахал йĕр хăварнă. Днепр тăрăхĕнче, хальхи Смуленпе Кейӳ çĕрĕсем хушшинче вырнаçнă. Çурçĕр Хура тинĕс çумĕнчи катакомбă этеплĕхĕпе пĕр пекех.
Хуçалăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Халăх пĕчĕк пурăну вырăнĕсенче çĕр ĕçĕсемпе (варинкке евĕрлĕ черккесен этеплĕхĕпе пĕр пекрех) тăрмашнă, çаплах килте выльăх усранă. Чылайăшĕ, анчах, юркăн е çур юркăн шутланнă, пулас. Кустăрмаллă урапапа (вăкăр кӳлсе турттарнă) усă курнă. Лаша (тарпан) тытнă. Килте сысна усранă, ăна пусса пĕçерсе çинĕ, çакăн пек апат кельт, акăлчан тата украин тĕпелĕнче пулни паллă.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- J. P. Mallory, "Corded Ware Culture", Encyclopedia of Indo-European Culture, Fitzroy Dearborn, 1997.
- Einar Østmo, "The Indo-European Question: a Norwegian perspective", pp. 23-41, in The Indo-Europeanization of Northern Europe, Martin E. Huld & Karlene Jones-Bley editors, Journal of Indo-European Studies Monograph No. 17, Institute for the Study of Man, Washington, DC, 1996.
- Lindquist, H. Historien om Sverige, 1993.
- Nationalencyklopedin
- Godłowski K., Kozłowski J. K., Historia starożytna ziem polskich, PWN, Warszawa, 1976.
- Kozłowski J. K., Kaczanowski P., Najdawniejsze dzieje ziem polskich, FOGRA, Kraków, 1998.
- Jerzy Kmieciński (red.), Pradzieje ziem polskich, PWN, Warszawa- Łódź, 1989.
- Jażdżewski K., Pradzieje Europy Środkowej, Ossolineum, Wrocław-Warszawa-Kraków-Gdańsk, 1981.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- The transition from the Copper Age to the Early Bronze Age at the north-western edge of the Carpathian basin Volker Heyd & Francois Bertemes 2002
- Corded Ware Culture Sites in North-Eastern Estonia 2009 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ. Aivar Kriiska
- ^ Европăри кельтсен экспансийе 2008 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.