Контент патне куҫ

Делла-Вос-Кардовская Ольга Людвиговна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ольга Людвиговна Делла-Вос-Кардовская
Ольга Людвиговна Делла-Вос-Кардовская
Хăйĕн сăнарĕ, 1917
Хăйĕн сăнарĕ, 1917
Çуралнă чухнехи ят: Ольга Людвиговна Делла-Вос
Çуралнă вăхăт: 1875 çулхи Авăн, 2
Çуралнă вырăн: Чернигов
Вилнĕ вăхăт: 1952 çулхи Çурла, 9 (76-ре)
Вилнĕ вырăн: Ленинград,
Гражданлăх: Раççей империйĕ Раççей империйĕ ССРПССРП
Жанр: çын сăнарĕ, сăрă ӳнерĕ, кĕнеке илемлетни
Вĕренӳ: Антон Ажбе шкулĕ
Викиампарти ĕçсем

Ольга Людвиговна Делла-Вос-Кардовская (1875, Чернигов - 1952, Ленинград) — вырăс канаш сăрă ÿнерçи тата кĕнеке капăрлатакан. Паллă ĕçĕсем:«Кĕпе-тум çăвакан хĕрарăм», «Сунчăклă майра», «Утмăлтуратлă хĕрача», «Николай Гумилев сăнарĕ», «Анна Ахматова сăнарĕ», «Çамрăк амăшĕ».

Черниговра чăн стат канашлавçи, Людвиг Карлович Делла-Вос кил-йышĕнче çуралнă, Кĕçех çемье Харькова куçнă, кунта ашшĕ Тĕрĕслев тата Хысна палатин пуçлăхĕ пулнă.

Ашшĕн тăванĕ — Виктор Карлович Делла-Вос (1829-1890) Патшалăх Мускав техника вĕрентĕшĕн (халĕ МГТУ) пĕрремĕш пуçлăхĕ пулнă.

1891-1894-мĕш çулсенче Харьковри Шрейдер шкулĕнче, 1894 -1899-мĕш çулсенче Патшалăх Ӳнер Академин çумĕнчи Аслă ӳнер, кӳлепи тата çурт-йĕр вĕрентĕшĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн Мюнхена, Антон Ажбе шкулне вĕренме кайнă, вара 1899 - 1900 -мĕш çулсемччен унтах юлнă.

1900-мĕш çулта вăл Д. Кардовский, паллă ӳнер ăстипе мăшăрланнă.

1902 -1917-мĕш çулсенче Ольга Людвиговна тĕрлĕрен ӳнер куравĕсенче (Академиллĕ, Ӳнерçĕсен çĕнĕ пуххин, Вырăс ӳнерçисен чăмăртăвĕн, Хĕм-тĕс пĕрлешĕвĕн тата ур. (çав хушăра чикĕ леш енче те) хутшăннă. Унăн ĕçĕсем Третьяков галереинче, Вырăс музейĕнче, Революци музейĕнче тата ыт. те упранаççĕ. 1923-мĕш çулта «Член РВС СССР тов. И. А. Халенский» ĕçпе ĔÇХÇ пиллĕке тултарнă ятпа уçнă куравра хутшăннă. Çав çулах Делла-Вос-Кардовская АХРР куравне те хутшăннă.