Контент патне куҫ

Инфинитив

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Инфинитив (лат. infinitus «паллă мар»), — сăпат, хисеп, вăхăт тата наклонени тăрăх улшăнман глагол форми. Чăваш инфинитивĕ глагол тĕпĕ çумне -ма (-ме), -машкăн (-мешкĕн) аффикссем хушăннипе пулать: вулама, ĕçлеме, вĕренме, вуламашкăн, ĕçлемешкĕн, вĕренмешкĕн. Аффикссен тĕрлĕ варианчĕсем хушăнса пулнă инфинитив формисем пĕр-пĕринчен, стиль палăрăмĕсене шута илмесен, нимпе те уйрăлса тăмаççĕ.

Инфинитив предложенире ытларах глаголпа çыхăнать (вулама юратать, ĕçлеме пĕлет, ларма кай), сайра хутра вăл паллă ячĕпе те çыхăнма пултарать (юрлама маттур, пурăнма аван, калаçма лайăх).

Предложенире инфинитив подлежащи, сказуемăй, обстоятельство пулма пултарать (юрлама аван, юлташ ĕçлеме пуçларĕ, пурăнмашкăн пурнăç тулăх).

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи. Ш., 1965;
  • Сергеев Л.П., Котлеев В.И. Чăваш чĕлхи. Ш., 1988.