Ирейкин Геннадий Григорьевич
Геннадий Григорьевич Ирейкин | |||
Çуралнă вăхăт | 1940 çул, чӳкĕн 26-мĕшĕ | ||
---|---|---|---|
Çуралнă вырăн |
Хура Çырма[1], Барыш районĕ Чĕмпĕр облаçĕ, ССРС | ||
Пăхăнулăх | |||
Çар ăрачĕ | авиаци | ||
Чыславсем тата парнесем |
|
Ирейкин Геннадий Григорьевич' — Раççей Паттăрĕ, штурман, чăваш.
Кунçулĕ пирки кĕскен
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Г.Г.Ирейкин Чĕмпĕр облаçĕнчи Барыш районĕнчи Хура Çырма ялĕнче çуралнă[2][3][1][4][5][6]. Халĕ ку ял çук. Ял пулнă тĕле унти çынсем паян "Каторга" текен вырăн пек пĕлеççĕ[1]. Малашне Ирейкинсен килйышĕ çывăхри Акшуат ялне куçса кайнă. Тĕп тымарĕсем вара вĕсен — Барыш районĕнчи Емелей чăваш ялĕнче[1][6]. Коллективизаци вăхăтĕнче вĕсене кунта, Хура Çырмана, кулак тесе хăваласа килнĕ пулнă.
Куйбышеври авиаци институтĕнче вĕренсе тухнă, каярах СССР авиаци промăçлăхĕн летчик-испытательсен шкулнĕн штурмансен уйрăмне вĕçленĕ (1971).
Штурман-испытатель пулнă. 1978-мĕш çултан тĕп штурман, каярах Громов М.М. ячĕллĕ вĕçев тĕпчев институчĕн тĕпчев пилотаж центрĕн тĕп конструкторĕ.
Ан-74, Ан-124, Ан-225, Як-40, Як-42, МиГ-21, Су-27, Су-30, Ту-160, Ту-22М тата ыт., пилотсăр «Буран» космос карапĕн пилотаж навигаци комплексĕсен тĕпчевĕсене хутшăннă. Ту-16 ЛЛ, Ил-7 ЛЛ опытлă двигательсен, тĕрлĕ йышши çăлакан тата десант системисен тĕпчевне хутшăннă.
1988-мĕш çулта АН-74 самолетпа инçет вĕçессипе лартнă рекорда хутшăннă.
Чыславсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Раççей паттăрĕ — 23.03.2000.
- «Хисеп палли» орден
- СССР тава тивĕçлĕ штурман-испытатель (1984).
- Самолет спорт мастерĕ
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1, 2, 3 тата 4 Капельки России. Чёрная Речка.
- ^ Герои Советского Союза и Герои России : Ирейкин Геннадий Григорьевич.
- ^ Курайкин, Н. Н. Ирейкин Геннадий Григорьевич / Н. Н. Курайкин, Кузьмин Д. В. // Краткая чувашская региональная энциклопедия. – Ульяновск, 2009. – Т. 1 : Пензенская, Саратовская, Ульяновская области. – 2009. – С. 188-189.
- ^ Евгений СОФРОНОВ: Путешествие в Акшуат… самый популярный сайт региона*.
- ^ Календарь знаменательных дат - результаты поиска.(ĕçлемен каçă)
- ^ 1 тата 2 Ирейкины из Барышского района Ульяновской области. Генеалогическая база знаний: персоны, фамилии, хроника.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ирейкин Геннадий Григорьевич |
|||
---|---|---|---|